Альбина ЮРАТУ

6 Ака, 2017

«Уява чăвашсем йышлăн пухăнни вăй-хал паратчĕ»

Хальхинче «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне çывăх тусăма, уçă та черчен сасăллă чăваш юрăçине чĕнес терĕм. Паллашăр, Роза ДАНИЛОВА-КĔЛЧЕЧЕК. Вăл пурнăç çулĕпе «Атăл шывĕ катăлать, чун нихăçан та ватăлмасть» девиза тĕпе хурса пуç усмасăр, йывăрлăхсене парăнмасăр малалла утать.

16 Пуш, 2017

Чăваш халăх юррине шăрантарма амăшĕнчен вĕреннĕ

«Чуна уçса ка­­­­ла­çар» рубрика тĕпелĕн паянхи хăни — Роза БЕЛЯЕВА вĕрентекен, юрăç, сă­вăç тата композитор. Унăн пул­тарулăхĕпе тах­çантанпах интересленетĕп. Вăл йĕркеленĕ «Юрату.ru» ушкăнăн юррисене нумай илтнĕ. Ро­за Беляева Чăваш радиовĕнчи «Кайри-мала» хит-па­радра пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă, Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн вĕрентÿ та­та социаллă ата­лану пайĕ йĕркеленĕ конкурсра «Çулталăкри вĕ­­­­­­­­­рентекен» ята çĕнсе илнĕ, Чăваш эс­трада артисчĕсен союзĕ çулталăк вĕçĕнче ирттерекен «Çулталăкри юрă» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх юрă» номинацире мала тухнă.

2 Пуш, 2017

Çын – хăйĕн пурнăçĕн ÿнерçи

Питĕ лайăх пĕлекен, куç умĕнче çитĕннĕ, пурнăçăмра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан çынран интервью илесси ансатах мар: калаçăва еплерех пуçарасси, хăш пахалăха — мала, хăшне хыçа хăварасси пирки пуçа çĕмĕретĕн. Хальхинче вулакана тăван аппан Раиса Сарпи сăвăçăн хĕрĕпе, хамăн хĕресне хĕрĕмпе, паллаштарма шухăшларăм. Мĕнех, «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче — Раççейри Художниксен пултарулăх союзĕн, ЮНЕСКО çумĕнчи Пĕтĕм тĕнчери художниксен федерацийĕн членĕ Илемпи Бородкина.

1 Пуш, 2017

Унăн ячĕ чăвашăн çăлтăрлă тÿпинче янăрать

Çак кунсенче шăпа мана пачах кĕтмен-туман чун уявĕ туса пачĕ. Александр Михайлов журналист шкул директорĕпе пĕр шухăшлă пулса тăван тăрăхне — Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялне — чăваш драматургĕ, çыравçи тата сăвăçи Анатолий Чебанов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа литературăпа музыка композицийĕ пек йĕркеленĕ асăну кунне чĕнчĕ. Йыхрава хаваспах йышăнтăм та инçе çула кĕскетсе уява тухса кайрăм. Пире, аякран килнĕ хăнасене, ял варринче вырнаçнă çĕнĕ клубра уçă кăмăлпа та ăшă кулăпа кĕтсе илчĕç.

Pages