Алина ИЗМАН.

5 Ака, 2022

Инкеке лекнисене кĕтсе илчĕç

Паян Шупашкара Донбасран 446 çын килсе çитрĕ.

Вĕсене медиксем, психологсем, волонтерсем, ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин кĕтсе илчĕç. МЧС курсанчĕсем пуйăсран анакансен кутамккисене йăтма, сусăрсене антарма пулăшрĕç. Нуша хăваласа килнисен хушшинче ачасемпе амашĕсем, ватăсем, сусăрсем ытларах. Хăйсем тĕллĕн утайманнисем те пур. Чирлисене — больницăна, ыттисене Муркаш районĕнчи "Лесная сказка" санаторие илсе кайрĕç.

13 Çурла, 2021

Урамĕсем хитре, çулĕсем таса

Тĕп хуламăрăн урамĕсем хитре те хăтлă, çулĕсемпе тротуарĕсем таса пулнине хăнăхса пыратпăр ĕнтĕ. Туристсем те Шупашкара килсен тӳрех çакна асăрхаççĕ. Манас марччĕ: куншăн куллен çĕр-çĕр çын ырми-канми тăрăшать, ертӳçĕ ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен те нумай килет çакă.

7 Çурла, 2020

Сусăр пулни ĕмĕте пурнăçлама чарман

Тăваттăмĕш пепкине чĕри айĕнче йăтса çÿрекен Надежда ун чухне декрета тухайман-ха. Вăл колхоз ĕнисене сунă. Мăн хырăмлă хĕрарăм çăнăх миххи те, силос карçинкки те, сĕт бидонĕсене те йăтнă. Ĕçрех аптăраса ÿкнĕ. Фермăра ĕçлекен упăшки ăна больницăна васкавлăн леçнĕ.