Алина ИЗМАН хатĕрленĕ.

17 Çурла, 2020

Чăваш студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри фестивале кайма хатĕрленеççĕ

Авăнăн 5-10-мĕшĕсенче Дон çинчи Ростовра «Раççейри студентсен çуркунни — Çĕнтерӳ çуркунни» XXVIII Пĕтĕм çĕршыври фестиваль иртет. Ăна Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă.

27 Утă, 2020

Пациент чӳречерен ӳкнĕ

Эрнекун, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче, васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче инкек пулнă. 5-мĕш хутри урологи уйрăмĕн чӳречинчен 71-ри арçын ӳкнĕ. Суранĕсене пула вăл çавăнтах вилнĕ.

Шупашкарти ку пăтăрмах тĕлĕшпе ЧР Сывлăх сыхлав министерстви тĕрĕслев пуçарнă. Пулни-иртни тĕлĕшпе прокуратура та кăсăкланнă. РФ СКна Чăваш Енри следстви органĕсем те следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттереççĕ.

20 Утă, 2020

Кантăр пуçтарнăшăн

Шăмăршă районĕн прокуратури 29-ти çамрăк арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç тĕлĕшпе айăплав алă пуснă. Ăна нумай виçепе наркотиклă ӳсен-тăран пуçтарнăшăн, сутас тĕллевпе упранăшăн айăпланă.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх, вăл пĕлтĕр авăн уйăхĕнче хăйĕн валли усă курмашкăн кантăр пуçтарнă. Полици ĕçченĕсем киле пырса тĕрĕсличчен ăна килĕнче упранă. Судпа хими экспертизи ӳсен-тăранра 14,95 грамм наркотик тупнă.