Елена ЛУКИНА

5 Чÿк, 2015

“Тăван халăхăмран ниепле те уйрăлаймарăм”

"Кушар", "Айтар", "Элкей таврашĕ" тата ытти вун-вун произведени авторĕ Петр Осипов РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлав министрĕ /1948/ пулни хăшне-пĕрне тĕлĕнтерет те ахăртнех.

22 Юпа, 2015

Чунлă пулса кÿрше пулăшар-и?

Октябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствинче "Чунлă кÿршĕ" акци тĕлĕшпе пресс-конференци иртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе участок уполномоченнăйĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисен пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Тевянов, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн пай пуçлăхĕ Наталия Чапурина, информаципе общество çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Олег Ашнин тата Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева тĕл пулчĕç.

22 Юпа, 2015

Вăрçăран нимĕç машинипе таврăннă Алексей Талвир

Чăваш литературинче манăçми йĕр хăварнă «Пăва çулĕ çинче» повеçĕн авторĕ Алексей ТАЛВИР çуралнă тăрăхра - Патăрьел салинче - пулнă май вăл кун çути курнă çурта упраса хăварнине, унăн çумĕнчех сăмах ăстине асăнса лартнă мăнаçлă палăка курсан ентешĕсем çыравçа хисепленĕшĕн чунран савăнтăм. Ара, Алексей Филиппович тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçсене урăхла мĕнле хаклайăпăр-ха эпир? Çак тăрăхри пуçлăхсем ăна манманни, ентешĕсем Алексей Талвира ăста çыравçă пек хисеплесе асаилÿсем шăрçалани кăмăла, чăнах та, çĕклерĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче ĕç çыннин темине çутатнă сăмах ăсти.

17 Авăн, 2015

Вăййа тухма саппун та, тутăр та пулман

Вăрман выçлăхран хăтарнă

Лидия Филипповна çемьере чи асли пулнă. Çичĕ ачаран иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ: пĕри - пĕр уйăхра, тепри - пĕр уйăх çурăра. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнсанах пилĕк ача ашшĕне вăрçа илсе кайнă.

10 Авăн, 2015

Поэзи çăлтăрĕ сÿнсен кÿлĕ те типнĕ

Вăйăра, туйра, ĕçкĕ-çикĕре купăс каласа савăнтарнă, юрă-кĕвĕ шăрантарнă Мария ВОЛКОВА поэтессăн сасси тăванĕсен, ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнине Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялне çитсе курсан ăнлантăм.

Pages