Елена ЛУКИНА

30 Ака, 2015

Вăрçă вут-çулăмĕ те хуçайман ăна

Александр Артемьевăн "Салампи" повеçне алла тытса вуламан чăваш пур тесен те ĕненместĕп. Пултаруллă сăмах ăсти пурнăç чăнлăхне хăйĕн вун-вун произведенийĕнче кăтартма пултарнă. Унăн "Тăвăл умĕн", "Симĕс ылтăн", "Ан авăн, шĕшкĕ", "Улма йывăç авăнать", "Юлашки юрă" тата ытти хайлавĕ вулакана паянхи кун та хумхантарать, савăнтарать, шухăшлаттарать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр паттăррăн утса тухнă, пурнăçра хура-шурне самаях тутаннă çыравçă пултарулăхĕпе, тăван тăрăхĕпе паллашмашкăн Элĕк тăрăхне çитсе килтĕм.

Тупăкран тăрса ларнă

23 Ака, 2015

Почтальон çыру валеçме те хăратчĕ

Тискер вăрçăн терт-нушине Вăрмар районĕнчи Чулкаç салинче пурăнакан Лидия Ильинична та аванах тутаннă. Çĕнĕ Кавал ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕнчен виçĕ çултах тăлăха юлнăскере асаплă çав кунсене аса илме ыйтсан Лидия Ивановăн куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывласа илсен хăрушă вăхăта куç умне кăларчĕ.

16 Ака, 2015

“Пăшалтан пемесĕр сакăр нимĕçе тытса чартăм”

Вăрçа хăй ирĕкĕпе кайма тухнă хĕр Сĕнтĕрвăрринчен Канаша çуран утса çитнĕ. Чăвашран 500 хĕре пĕрремĕш батальона илессине пĕлсен 19 çулти Валентина çак ушкăна лекмешкĕн çывăрса юласран автан пĕрремĕш хут авăтсанах ура çине тăнă.

9 Ака, 2015

Тăшман тесе айăплани те поэт ятне варалайман

Красноармейски тăрăхĕнчи Янкас ялĕнче 1909 çулта кун çути курнă Нестер Янкас поэтăн шăпи тĕрлĕ элеке пула синкерлĕ килсе тухнă. Унăн пултарулăхне, пурнăçне нумайăшĕ тĕпчесе хак панă.

19 Пуш, 2015

Выртса çырмалли сĕтеле те хăех ăсталанă

Пурăннă пулсан Альпăрт КАНАШ 87 çултаччĕ паян. Çамрăк поэтсене хăйĕн паха опытне пиллесе, сăвă çырас ăсталăха вĕрентсе хăвармалли çынччĕ вăл.

Pages