Ирина АЛЕКСЕЕВА

26 Çу, 2016

«Çырмара халĕ те фенол шăрши кĕрет»

«1996 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕ. Ăшă кун. Шкулта урок пырать. Класа директор кĕрсе пĕлтерÿ пачĕ: «Шкул чÿречисене уçма юрамасть. Уроксем хыççăн киле кайăр та çуртри чÿречесене те хупăр». Тăхтав вăхăтĕнче ачасем коридора шавласа тухрĕç. Ун чухне ял çийĕн хура тĕтĕм йăсăрланнине куртăмăр.

19 Çу, 2016

Çĕнтерÿ умĕн хăрах урасăр юлнă

«Турăçăм, мана хунямаллă каччăпа паллаштарма пулăш. Тата мăшăрпа пĕрле хĕрсем мар, ывăлсем çитĕнтересчĕ», — çапла ыйтнă Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Глафира Кадыкова. 10 ачаллă çемьере çуралнă вăл, çут тĕнчене пиллĕкмĕш килнĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр ытла та ир юлнăран Глафирăн хунямăшне те пулин «анне» тесе чĕнес килнĕ. Нуша «кулачне» ача чухнех ас тивнĕрен ывăл çуратма ĕмĕтленнĕ вăл. Ара, хĕрсем качча кайсан нуша курĕç-çке.

28 Ака, 2016

«Санкцисем ĕçлемелли майсем туса пачĕç»

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Чи малтанах Михаил Васильевич социаллă экономикăпа паллаштарчĕ, республикăри экономика, йывăрлăхсем пулсан та, аталаннине, инвестици проекчĕсем хута кайнине, ял хуçалăхĕ пĕр вырăнта тăманнине палăртрĕ.

7 Ака, 2016

Шупашкарта кăвакарчăн мĕншĕн сахал?

Чăваш эстрада юрă­çин Полина Борисовăн проектне халăх хапăлласах йышăннине Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн залне лăк тулли çын пухăнни те кăтартать. Нумаях пулмасть «Чăваш Woman» сцена çине виççĕмĕш хут тухрĕ.

24 Пуш, 2016

Арăмне, ывăлĕпе хĕрне пĕр кунра çухатнă

Çав кун усал çапла шухăш­латтарнă-ши? Пĕр кунхине, çемьене пысăк инкек алăкран шаккиччен çулталăк маларах, Анатолий Самарин пÿртре телевизор пăхса ларнă. «Ара, ку алăк питĕ ансăр-çке, унтан тупăк та тухаймасть вĕт», — пÿлĕм еннелле тинкерсе шухăшланă вăл. Усал çак шухăшсем пуçне мĕншĕн сырăннине ăнланман вăл. Тепрехинче япăх тĕлĕк тĕлленнĕ: пÿртри краватьсем пушă пек… Вĕсен тăрăхĕнчи, Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмаша ялĕнчи, çынсем ĕненнĕ тăрăх, ку — вилене. Анчах ун чухне Анатолий Иванович çемьене хуйхă килессе шухăшлама та пултарайман. Ÿкессине пĕлсе тÿшек сарма çук-çке. Çаксем мĕне систернине кайран тин, 2013 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче, ăнланнă вăл.

Pages