Ирина ПУШКИНА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

18 Раштав, 2017

Ÿркенмен ăста пулнă

Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйне евĕр пултарулăхпа — типтерлĕ ăл ĕçĕпе — палăрса тăнă. Качча каякан хĕрĕн тĕрĕллĕ япалисене пулас мăшăрĕн тăванĕсем тÿнтер енчен пăхса пахалани ахальтен мар: чăннипех çыпăçуллă тĕрĕçĕн пĕр тĕвĕ те куçа курăнмалла пулман.