Лариса ПЕТРОВА. АНДРЕЕВСЕН сăн ÿкерчĕкĕ.

14 Çĕртме, 2018

Çĕнтерÿ мар, тĕпчев ирттересси кăсăклантарнă

Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Илья Андреев нумаях пулмасть Мускаври Çĕнтерÿ музейĕ тата Журналистсен лиги йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ объективĕ» видеоконкурсра 1-мĕш вырăна тухнă. 5 минут пыракан роликшăн вăл пысăк ĕç туса ирттернĕ.