Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

21 Чÿк, 2018

Чăваш Енри туризм маршручĕсем федераци конкурсĕнче çĕнтернĕ

ЧР Культура министерстви Крым Республикинчи Алуштăра пĕтĕмлетнĕ туризм тытăмĕнчи çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче Чăваш Ен студенчĕсен тата «Ясна» туроператорăн ĕçĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнине пĕлтерет.

7 Чÿк, 2018

Çеçпĕл Мишши музейĕнчи куравра Нина Григорьевăн сăнарĕсемпе паллашма май пулĕ

ЧР Культура министерстви чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши музейĕнче «Нина Григорьевăн ролĕсенчи хĕрарăм сăнарĕ» курав уçăлни çинчен пĕлтерет. Ăна РСФСР халăх артистки Нина Григорьева çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

30 Çу, 2018

Чăваш тĕррин музейĕнче 1455 çулта пичетленĕ Библие кăтартĕç

ЧР Культура министерстви çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче уçăлакан сайра тĕл пулакан кĕнеке куравне чĕнет. Унта Иоганн Гутенберг кăларнă Библине кăтартĕç. Ăна 1455 çулта Германири Майнц хулинче пичетленĕ.

14 Çу, 2018

Пукане театрĕ Тутарстанри «Ĕç лаши» фестивале хутшăнать

ЧР Культура министерстви Чăваш патшалăх пукане театрĕ Тутарстанра иртекен халăхсен хушшинчи «Ĕç лаши» фестивале хутшăнни çинчен пĕлтерет. Кăçал Анат Чаллăра 20 ытла коллектив пуçтарăннă. Республикăри Пукане театрĕ 6-мĕш хут хутшăнать ку ĕçе. Фестиваль çу уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Pages