Надежда СМИРНОВА.

23 Раштав, 2020

"Паха тӗрĕ" кун-çулĕ тата çĕнĕ вăй-халĕ

Шăпах çакăн пек ятпа иртрĕ паян 97 ҫул каялла уҫӑлнӑ Чăваш тĕррин музейĕнчи "çавра сĕтел". "Пирĕншĕн кашни çул юбилей пекех", - тет фабрикăн генеральнăй директорĕ Наталия Посынкина.

"Çавра сĕтелте" ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, Шупашкар районĕн пуçлăхĕ Виктор Михайлов, Геннадий Иванов-Орков искусствовед, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Мария Симакова, тĕрĕçсем хутшăнчĕç.

18 Раштав, 2020

«Тавах, тухтăрсем!»

Шăпах çакăн пек акци старт илнĕччĕ ЧР Пуçлăхĕн çумĕнчи Общество канашĕн, Хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе.

Акцие ачасенчен пуçласа пысăк предприятисем таранах хутшăннă: шăпăрлансем тухтăрсем валли сувенирсем, ӳкерчĕксем ăсталанă, организацисемпе предприятисем пылак парне туянма нухрат парса пулăшнă.

12 Раштав, 2020

Кĕçех - Çĕнĕ çул

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕнĕ çул пирĕн пата килет" курав уçăлчĕ. Арт-проект авторĕ - паллă ÿнерçĕ Каллиста Иванова.

Ăна, ЧР Культура министерствипе ЧР Хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕскере, уçма Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, союз ертÿçи Наталья Николаева, культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

1 Раштав, 2020

Тӗрӗ çывăхлатать

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче инçет мелĕпе усă курса Аслă Британи Королевин Лондонра ĕçлекен ал ĕç шкулĕпе çыхăну йĕркелерĕç.

Асăннă шкул историйĕ питĕ пуян. Вăл чăмăртаннăранпа пĕр ĕмĕр те иртнĕ. Тĕрĕ тĕрлес енĕпе пухнă опыт та питĕ пысăк.

12 Чÿк, 2020

Пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшмалла

Çапла каларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Çĕнĕ Шупашкарти "Кванториум" тенхопаркра çамрăксен хушшинче федераци шайĕнчи грантсен конкурсĕсенче çĕнтернисемпе тĕл пулнă вăхăтра.

Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пирĕн хушăмăрта чăнласах пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ çак тĕлпулу. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ - волонтер, патриот, пултарулăх, экологи тата ытти те - проектсем хатĕрлесе Раççей шайĕнче çĕнтереççĕ.

Pages