Николай КОНОВАЛОВ.

15 Чÿк, 2021

Бюджет ӳсĕмлĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕçленчĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене кăшт кĕтме тивĕ-ха. Кун пирки экономика аталанăвĕн министрĕн заместителĕ Надежда Столярова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтерчĕ.

15 Чÿк, 2021

Грантсем ачасене аталанма пулăшĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çул валли палăртнă ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли çинчен аса илтернинчен пуçларĕ. Ăçта кая юлни палăрать — Çĕнĕ çулччен юлнă уйăх çурăра ĕçе хастарлатмалла.

15 Чÿк, 2021

Ачасен пурнăçĕ çутăрах та илемлĕрех пулĕ

Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕнче Шупашкарти сывлăх енĕпе хевтесĕр ачасен интернат шкулне вĕренӳ тата илемлĕ литература кĕнекисем, словарьсем парнелерĕ.

12 Чÿк, 2021

Чăваш энергосбыт компанийĕ ачасене пулăшать

Чăваш энергосбыт компанийĕ (Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ) ачасене пулăшасссине малалла тăсать. Сăмах — пуринчен ытла пулăшу кирлĕ ачасем пирки.

Ку хутĕнче энергетиксем Пăрачкаври тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕнче пурăнакан талантлă арçын ачана пулăшас тенĕ.

10 Чÿк, 2021

Министрсен Кабинечĕ йăнăшсене тӳрлетрĕ

Юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство икĕ саккун проектне ырларĕ, патшалăх программине, Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕ тата… йăнăшсене тӳрлетрĕ.

Pages