Нина ЦАРЫГИНА

23 Çĕртме, 2016

«Ялтах лайăх»

«Кашни çыннăн çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнтăлмалла. Пĕр вырăнта чарăнса тăни тĕллевсене пурнăçлама чăрмантарать», — тет саккăрмĕш класран вĕренсе тухнă Инесса Егорова. Вăл — Республика Пуçлăхĕн стипедиачĕ.

23 Çĕртме, 2016

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Юратнă Чăваш Ен уявĕ умĕн тĕп хуламăрта кăна мар, районсенче те тĕрлĕ мероприяти йышлăн иртет. Ача-пăча Акатуйĕ конкурс-фестиваль те акă кăçал виççĕмĕш хут хула шкулĕсенче вĕренекенсене пуçтарчĕ. Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уяв Шупашкарти А.Г.

23 Çĕртме, 2016

«Тантăш» — чăнкă чăваш ачисен хаçачĕ!

Чăваш Ен паллă спортсменкине — Олеся Игнатьевăна — пĕлмен çын çук-тăр. Вăл — армрестлинг енĕпе Европа чемпионки, тĕрлĕ шайри ăмăрту çĕнтерÿçи. Пикен хастарлăхĕ Алита йăмăкĕшĕн те тĕслĕх. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл та мĕн пĕчĕкренех спортпа кăсăкланать.

16 Çĕртме, 2016

Юрла-юрла хатĕрленĕ апат тутлă

Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă Гена Пальмов маттур ача пулни юрă-кĕвĕре тата спортра палăрать. Вăл — шкулти хорта лайăх юрлакансенчен пĕри. Кашни мероприятире Гена хăйĕн янравлă сассипе илемлĕ юрăсем шăрантарса куракансене савăнтарать.

16 Çĕртме, 2016

Тăрăшулăх кирлех

Тăххăрмĕш класран Лена Гурьянова отличница пулса вĕренсе тухрĕ. Сăпайлă та тăрăшуллăскер чылай предмет олимпиадинче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл тĕнчери ÿнер культури дисциплинăпа республикăри ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă.

Pages