Ольга АВСТРИЙСКАЯ

21 Çу, 2015

Купăса тăсса ярар-и? Савăк юрă, ай, юрлар-и?

Шыв мар - юхать, тимĕр мар - шăранать. Мĕн-ши вăл? Унсăр пурнăç та кичем. Унпала вара ăмăр çанталăкра та кăмăл çĕкленÿллĕ. Йывăр ĕçре хавхалану кÿрет, çунат хушма хистет вăл. Инкек-синкек чÿречерен шаккасан та уйрăлмастпăр унран.

7 Çу, 2015

Мухтава тивĕçлисем те, тăшмансем те хамăр хушăрах...

«Çапăçура пулмасăр пурнăç хакне чухлаймăн», - тенĕ ваттисем. Тен, чăннипех те, çапла. Сăмахăм вăрçăри çапăçу пирки кăна пымасть. Кулленхи ырăпа усал кĕрешĕвĕнче те вĕçĕмсĕр суйлав тума тивет-çке-ха. Хури е шурри енче-ха эпир. Мĕн е кам хĕтĕртет пире пĕрешкел лару-тăрурах тĕрлĕрен хăтланма.

30 Ака, 2015

Хумхантарать, калаçтарать «Нарспи»...

Нарспи... Миçе чăваш чĕрине çунтарман-ши унăн хурлăхлă шăпи!.. Миçе çынна шухăшлаттарман-ши вилĕмсĕр поэмăра хускатнă ыйтусем!.. Литературăпа ÿнер хутлăхĕнче унăн витĕмĕпе миçе произведени çуралман-ши тата... Хуравĕсене тупса та пĕтереес çук. Тен, шырама та кирлĕ мар.

30 Ака, 2015

Юнпа та куççульпе туптаннă Çĕнтерÿ

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи кашни çемьере хăйĕн йĕрне хăварнă. Пиншер, миллионшар çын пурнăçне татнă вăл. Мĕн чухлĕ яш-кĕрĕм çут тĕнче илемĕпе киленме ĕлкĕреймесĕрех ĕмĕрлĕхех пуç хунă. Юнпа та куççульпе туптаннă Çĕнтерÿ. Совет салтакĕсен вышкайсăр пысăк паттăрлăхне пула кăна паян мирлĕ те тăнăç пурăнатпăр эпир. Çавăнпа та пирĕн, çамрăксен, çакна самантлăха та манмалла мар. Тĕрĕссипе, Аслă çĕнтерÿ хыççăн килнĕ кашни ăру ветерансемпе тыл ĕçченĕсем умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра.

23 Ака, 2015

«Калаçакана -итлекен, ÿкерекене - куракан, çыракана вулакан кирлĕ...»

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çапла, йышпа пуçăнсассăн кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать. Пĕччен тертленнинче вара усси сахал. Кĕнекепе хаçат-журнал пичетлесе кăларас, телерадиокăларăм хатĕрлес ĕçре те çавăн пекех.

Pages