Ольга АВСТРИЙСКАЯ

5 Пуш, 2015

Пĕрремĕш кĕнеке пепке пекех...

Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрти Ача-пăча тата çамрăксен вулавăшĕ библиотекарьсемпе çыравçăсене, учительсемпе вĕренекенсене, артистсемпе журналистсене пысăк уява пуçтарчĕ. Мĕн сăлтавпа-ха? Паллах, кĕнеке çуралнă кунне паллă тума! Хăнисем вара пурте - вулава парăннă çынсем.

26 Нарăс, 2015

Асăрхама пĕлекене пур çĕрте те тĕлĕнтермĕш кĕтет

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче тĕлĕнмелле интереслĕ те ырă кĕнеке кун çути курчĕ. «Воробьиный юг. Çерçи кăнтăрĕ» ятлă вăл. 1000 экземплярлă тиражпа тухнăскерĕн авторĕ - Лев Кадкин, редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Светлана Кангина.

12 Нарăс, 2015

Ĕмĕтлĕ тилĕ «çунатлă»

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, чăваш халăх юмахĕнче малкай пĕр тилĕ те илтнĕ-тĕр çак каларăша. Ĕмĕчĕ, чăнах та, пулнă хайхискерĕн: питĕ вĕçме вĕренес килнĕ унăн. Çав ĕмĕтех çунатлантарнă та ăна. Тилĕсем вĕçме çуралманнине чухламан-çке-ха апăрша. Вĕçев урокĕ илме тăрна патне васканă.

5 Нарăс, 2015

Ĕмĕт тÿпине йыхравлакан «Çĕрлехи çутăсем»

Поэзин асамлă чĕлхи яланах тыткăнланă мана. Этеме хупăрласа илнĕ туйăмсене хут çине куçарма, сăнарлă та илемлĕ çырма пултаракан сăвăçсем вара сăмах ăрăмçисемех. Кĕске кăна çаврара мĕн тери шухăш тарăнлăхĕ пытарăнать. Ăна куçпа кураймăн, чунпа çеç сисейĕн.

5 Нарăс, 2015

Вилĕмсĕр юрату гимнĕ, е пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть...

«Хăш-пĕр кĕнекене «астивсе» çеç пăхмалла. Теприсене çăтса ярсан аванрах. Тĕрлĕ ыйту тавра шухăшламалăх «çимĕç» параканнисем вара - чи пахисем», - тенĕ Анатоль Франс. Шăпах юлашкисен шутне кĕрет те нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки.

Pages