Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА

27 Утă, 2016

Мĕн пуррине упрасчĕ

Вăтам шкул хыççăн аслă шкула вĕренме каяс тесен икĕ çул ĕçлемелле текен саккун кăларнăччĕ Никита Хрущев. Пирĕн, вăрçă ачисен, питĕ вĕренес килет. Мĕн тăвас тетĕн? Икĕ çул тăван колхозра тăрăшсах вăй хутăмăр малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе.

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Атте учитель пулнă, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. "Ашшĕ пек учитель пулать Роза", — тетчĕç ял çыннисем ман çине пăхса. Атте çулĕпе утма хĕмленсе пурăнтăм мĕн ачаран.

26 Чÿк, 2015

Вăхăта Михаил Сироткинпа тĕрĕслеттĕмĕр

Вăхăт ытла та хăвăрт иртет-çке. Тин кăна çара уран чупса çÿреттĕмĕр. Эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ÿсрĕм. Вăрçă вăхăчĕ питĕ йывăр килчĕ. Атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Эпĕ ун чухне çулталăк та вун пĕр уйăхра пулнă. Атте, Николай Ахтимиров, вăрçăран таврăнаймарĕ.

5 Çурла, 2014

Ытарайми çĕрĕм-шывăм

Куç умне аякри ачалăхăм тухса тăрать. 1945 çул. Вăрçă пирĕн çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Салтаксем яла таврăнаççĕ. Атте аппăшĕн Альтюк аппан икĕ ывăлĕ, Тимуш тата Петюк тетесем, тăван яла сывах çаврăнса çитрĕç. Вĕсен ашшĕ, Ĕлĕкки йысна, ĕмĕрлĕхех Воронеж çĕрĕ çине выртса юлнă.