Роза ВЛАСОВА
Патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курччăр
Республикăри çур аки кăтартăвĕсемпе паллаштарасси, шкул ачисене хушма пĕлÿ парасси, Раççей кунне ирттересси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чĕннипе Донецк халăх республикинчен килнĕ çамрăк спортсменсен хатĕрленĕвне епле йĕркелени — çак ыйтусене ĕнер ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç.
Усламçăсем çăмăл мар тиеве туртаççĕ
Шупашкарти "Мой бизнес" центрта паян республикӑри ĕҫлĕ пĕрлĕхсен тĕлпулӑвĕ иртрĕ.
Ӑна Предприниматель кунне халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑнчĕ.
"Бизнесри яваплӑ ĕҫшĕн тав тӑватӑп. Ҫӑмӑл мар ҫак тиеве туртма. Ҫав вӑхӑтрах общество ĕҫне те туса пыратӑр", - терĕ Олег Алексеевич усламҫӑсене Предприниматель кунĕ ячĕпе саламланӑ май.
Чăваш Енре Педагогпа наставник çулталăкĕ старт илчĕ
2023 çулта Раççей педагогикине никĕсленĕ Константин Ушинский çуралнăранпа 200 çул çитет. Юбилее халалласа кăçал Раççейре Педагогпа наставник çулталăкне ирттерме палăртнă. Уяв мероприятийĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртрĕ.
Вĕлле хуртне пулăш
Çакнашкал ятпа Патӑрьел округĕнче Пĕтĕм тĕнчери хурт-хӑмӑрҫӑсен 8-мĕш форумĕ уҫӑлчĕ.
Унта хутшӑнакансене Патӑрьел округĕн пуҫлӑхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Канашлӑва тĕрлĕ регионти утарҫӑсем килнĕ. Ярославь облаҫĕнчи,Тутар, Мари, Мордва республикисенчен ҫитнĕ хурт-хӑмӑрҫӑсем хӑйсен опычĕпе паллаштарчĕҫ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »