Татьяна ВИКТОРОВА. Красноармейски районĕ. Яманак ялĕ.

20 Авăн, 2017

Вутпа пĕтереймен ăна тăшман…

Валентина Петровăн «Хресчен сасси» хаçатăн 34-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Чăваш, хăв чĕлхÿне упра!» статйине вуласан алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Тăван чĕлхе ыйтăвĕ хальхи вăхăтра çивĕч пулнине кашниех ăнланать пулĕ.

Чăваш чĕлхи — чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Унта ытти тĕрĕк чĕлхинче сыхланса юлман е тĕл пулман сăмахсем пуррине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Кун пек сăмахсем вара тĕрĕк чĕлхисен историне пĕлме чылай пулăшаççĕ.