Валентина ПЕТРОВА.

17 Ака, 2022

"Кӗмӗл сасӑ - 2022" фестиваль ҫӗнӗ юрӑҫсемпе паллаштарчӗ

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Кĕмĕл сасă-2022" фестиваль-конкурс иртрĕ. Ăна кăçалхипе 23-мĕш хут йĕркеленĕ, Чăваш чĕлхи кунне тата Паллă ентешсен çулталăкне халалланă. Унăн тĕллевĕ - çамрăк юрăçсене тупса палăртасси, йăла-йĕркене культурăна упрасси. Сумлă мероприятие ытти регионран та килнĕ: Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Чĕмпĕр, Пенза, Оренбург облаçĕсенчен тата Питĕртен.

16 Ака, 2022

70 ҫухрӑма кӗскетсе Андриян патне хăнана!

Ҫулсерен, Космонавтика кунне халалласа велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем Шупашкар - Ҫӗнӗ Шупашкар - Шуршӑл маршрутпа старта тухаҫҫӗ. Ырӑ йӑла 2004 ҫултанпах тӑсӑлать.

18 Авăн, 2021

РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов суйлава хутшӑнчӗ

Паян, сентябрĕн 18-мĕшĕнче, Етĕрнери 2302-мӗш суйлав округĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов сасăларĕ. Суйлав пирки хăйĕн шухăшне, лайăх тата тăнăç пурнăçшăн сасăланине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru Валентина Петрова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

23 Утă, 2021

"Ман хыҫҫӑн юлташсем те вакцинациленчӗҫ"

Владимир ПАРФЕНОВ, Çĕрпÿ районĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн ертÿçи:

Фольклор ушкăнĕпе час-часах çула тухма тивет. Эпир яланах çын хушшинче. Акă кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Крыма «Русская гармонь» конкурса кайса килтĕмĕр. Вăл Алуштăра иртрĕ. Эпир «Ансамбль» номинацире 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Чăваш юрри-кĕввине питĕ юратрĕç. Жюри пайташĕсем ыйтнипе такмаксем те юрларăмăр.

Pages