Вера ШУМИЛОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

20 Çĕртме, 2019

Кашниех çĕнтерес кăмăллă

Муниципалитетсен шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» лагерьте пуçтарăнчĕç. 800 ытла яшпа хĕр автомат сÿтсе пуçтарĕç, винтовкăран перĕç, кросс чупĕç, тĕрлĕ викторинăра хăйсен ăсне, çаврăнăçулăхне тĕрĕслĕç, çĕршыв историне, пушар хăрушсăрлăхне епле пĕлнине кăтартĕç. Темиçе кунтан тупăшусене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртĕç.

30 Çурла, 2018

Шкула каяс килет!

Çĕнĕ вĕренÿ çулне чăтăмсăр кĕтеççĕ ачасем

Çуллахи кану кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç, часах ачасем парта хушшине ларĕç. Шăпăрлансем шкула каясса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тус-тантăшĕшĕн питĕ тунсăхланă-çке. Канаш районĕнчи Асхва тата Çĕнĕ Шелттем ачисем каникула мĕнле ирттернĕ тата шкула мĕнле кăмăл-туйăмпа каяççĕ-ши?

10 Çурла, 2018

Етĕрнере çитес çул пуçламăш шкул хута кайĕ

Паян Етĕрне районĕнче 2018 çулхи ултă уйăхри социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.