Вера ТИТОВА.

20 Утă, 2020

Шкула кайма укçа парĕç

Чăваш Енре пурăнакан сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкула кайма республика бюджетĕнчен укçа парĕç. «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче алă пуснă.

20 Утă, 2020

Раççей Правительствин премине тивĕçнĕ

Раççей Федерацийĕн ăслăлăхпа техникăн хисеплĕ ĕçченĕ, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Çĕнĕ Шупашкарти Технологипе управлени академийĕн «Биотехнологи» центрĕн ертÿçи Александр Самоделкин Раççей Правительствин ăслăлăхпа техника премйĕн лауреачĕ ята тивĕçнĕ.

22 Çĕртме, 2020

Çурçĕр Кавказран таврăннă

Çак кунсенче Чăваш Ене Çурçĕр Кавказра службăра пулнă йĕрке хуралçисен пĕр ушкăнĕ таврăннă. Вĕсене ЧР шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков кĕтсе илнĕ, тăван тăрăха ăнăçлă çитнĕ ятпа саламланă. Службăра палăрнă ĕçченсене полицин генерал-майорĕ ведомствăн наградисемпе тата грамотисемпе чысланă.

22 Çĕртме, 2020

«Тÿрĕ лини» уçăмлатĕ

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» ирттерĕ. Ăна вăл РФ Президенчĕн Чăваш Енри общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче йĕркелĕ.

Çав кун 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен 8 /8352\ 39-36-81 телефон номерĕпе шăнкăравлама май килĕ. Консультацие 8 /8352\ 62-90-44 номерпе шăнкăравласа маларах та çырăнма юрать. Ыйтусене 21press—rosreestr@mail.ru адреспа та йышăнĕç.

22 Çĕртме, 2020

Раççей реккорчĕсен кĕнекине лекнĕ

Шупашкарти «Классика» юрă капелли Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Вăл «МУЗЫКАПОБЕДЫ.РФ» пĕтĕм тĕнчери онлайн-марафона хутшăннă. Ăна Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă. «День Победы» юрра пысăк йышпа шăрантарса Раççей рекордне лекес тесе тĕрлĕ çулхисемпе тĕрлĕ йышлă коллективсем юрлама пултарнă.

Pages