Вера ТИТОВА.

1 Çĕртме, 2020

Парад кунĕнче кантарĕç

Çĕртмен 24-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра канмалли кун тесе йышăннă. Кун пек Указа Раççей Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пуснă. Кансан та ĕç укçи тÿлĕç.

Коронавируса пула кăçал Çĕнтерÿ кунне çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче анлăн уявлама мйа килмерĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă Çĕнтерÿ парадне Раççейри хуласенче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 10 сехетре ирттерме палăртнă. Каçхине, 22 сехетре, хăватлă артиллери салючĕ янăрĕ.

1 Çĕртме, 2020

Хĕрлĕ тÿреме Республика кунĕ тĕлне юсаса пĕтермелле

Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме юсаса çĕнетес ĕç епле пынипе республика тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллашнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, подрядчик пулса пурнăçлакан «Дорисс» акционерсен обществи графикран юлса пырать. Апла пулин те палăртнине çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарнă. «Виçĕ эрне çеç юлать. Ĕçе хăвăртлатмалла», – тенĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ.

1 Çĕртме, 2020

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава вилнĕ

Паян, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава (Кедров) пурнăçран уйрăлнă. Вăл больницăна лекни пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕлтерчĕç. Варнавăн ÿпки икĕ енĕпе шыçнă. Вăл реанимаци уйрăмне лекнĕ.

25 Çу, 2020

Чăваш автономийĕн 100 çулхине халалласа кĕмĕл укçа кăларнă

 Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май Раççей Банкĕ çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче 3 тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларнă. 

Унăн пиччĕн енче Раççей гербне, металл пробине, Санкт-Петербругри монета кратишĕн тавар паллине тата хаклă металăн виçине, кăçал кăларнине, «3 тенкĕ» тесе вырăсла кăтартнă.

Pages