Вера ТИТОВА. Етĕрне район администрацийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

7 Çурла, 2017

Етĕрне районĕнче лашапа ăмăртса чупакансен тупăшăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи лаша заводĕнче лашапа ăмăртса чупакансен Атăлçи тăрăхĕнчи тупăшăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Саратов, Чĕмпĕр облаçĕсенчи тата ытти тăрăхри спортсменсем хутшăннă.