Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

5 Раштав, 2014

Таджик-и, узбек-и - пирĕн мĕн пайламалла?

... Шупашкарти «Интертрейд» фирма Ази çыннисене ĕç тупса пама шантарнă. Чикĕ леш енчен килнисене кирлĕ хутсемпе самантрах тивĕçтерни илĕртнĕ. Çын пуçне пĕр пин доллар кăларса хур та - Раççейре ĕçлеме ирĕк паракан документ алăра. Çĕр-çĕр çын çапла майпа пирĕн çĕршыв тăрăх саланнă теççĕ право хуралĕнче тăракансем. Хăшне-пĕрне Хусанта, Мускавра, Питĕрте ярса тытнă: документсем суя! Апла пулсан Шупашкар компанийĕ саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлемест. Тĕрĕслевçĕсем тăватă протокол çырса ăна 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Фирма чăвашра хăйĕн ĕçне чарса лартни çинчен пĕлтерчĕç.

Pages