www.hypar.ru

28 Юпа, 2019

Хĕртен арăм — туххăмрах…

…Аннепе унăн арчинчи япаласене тĕрĕслетпĕр — чиперех упранаççĕ-и, кĕве таврашĕ тапăнман-и? Пир кĕпесем, саппунсем, тутăрсем… Сарлака хăю евĕр япала манăн куçа илĕртет. Чăваш тĕррипе капăрлатнă ăна, хĕрлĕ тĕслĕскерне. Ăна алла илмесĕр пултараймастăп. «Масмак ку, — эпĕ кăсăкланнине кура ăнлантарать çывăх çыннăм. — Ăна çамка çине вырнаçтарнă». Манăн та масмака хăйĕн вырăнне хурса пăхас килет. «Ан хăйнă пултăр!» — халĕ кăна шăкăл-шăкăл калаçакан анне пĕр кĕтмен çĕртен сассине хăпартнипе шартах сикетĕп. Мĕн пулнă?

Pages