Айăплисем явап тытĕç

17 Утă, 2014

Метрори пысăк инкек хыççăн Мускавра ĕнер хурлăх кунĕ пулнă. Палăртса хунă савăнăçлă мероприятисем иртмен, культура учрежденийĕсенчи мероприятисене шăплăх минутĕнчен пуçланă.

Инкек вара виçĕм кун ирхине метрон «Çĕнтерÿ паркĕ» тата «Славян бульварĕ» станцийĕсен хушшинчи перегонра пулнă. Рельссем çинчен тухса кайнă май электропуйăсăн малти вакунĕсем арканнă. Аварире 22 çын пурнăçĕ татăлнă, 129 çынна больницăсене ăсатма тивнĕ, вĕсен хушшинче йывăр суранланнисем йышлă.

Следстви комитечĕн Тĕп следстви управленийĕн следователĕсем ĕç-пуçа тĕпчеççĕ, транспорт хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснă тесе метрополитенăн çул-йĕр мастерĕпе унăн пулăшуçине тытса чарнă ĕнтĕ. Вĕсем - çул çинчи ĕçсене тÿрремĕнех пурнăçлакансем. Анчах следстви кунпа кăна çырлахмĕ, хăрушсăрлăх требованийĕсене пурнăçлассине тĕрĕслесе тăма тивĕç должноçри çынсем, çав шутра ертÿçĕсем те явап тытĕç.

Инкек пулнă вырăнти аварипе çăлав ĕçĕсене ытлари кун çĕрле вĕçленĕ. Халĕ унта çулăн сиенленнĕ сыпăкне юсаççĕ, çул çÿреве хăвăртрах йĕркелесе ярасшăн.

Вилнисемпе суранланнисен хушшинче пирĕн ентешсем пулман-и? МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕнче метрори инкеке Чăваш Ен çыннисем лекнине çирĕплетекен информаци çукки çинчен каларĕç.


К.АНТОНОВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.