Брусчатка – хамăр алăпа

Брусчаткăна килтех хатĕрлеме пулать. Ăна тума хăйăр, цемент, шыв, тĕс кĕртмелли ятарлă сăрă, хутăша хытараканни ªзатвердительº, пластификатор тата хутăша ямалли форма кирлĕ. Вĕсене йăлтах çурт-йĕр хăпартмалли тавар сутакан лавккара туянмалла. Формăна килте те хатĕрлеме май пур, фанертан е тимĕр листисенчен ăсталама пулать. Эпĕ малтан усă курнă формăсене туянтăм, вĕсем хаклах мар. Килти çулсене сармалăх материал хатĕрлеме çителĕклĕ. Вĕсем тĕрлĕ калăпăшлă. Туяннă формăсем çумне бетон çыпăçмасть — типнĕ брусчаткăна кăларма ансат.
Килте кăткăсрах формăллине ăсталама йывăртарах-тăр. Хăмаран е тимĕртен ăсталанă формăна раствор çыпăçасран машина çăвĕпе шĕвĕ супăньлĕ хутăшпа ª100 г машина çăвĕ, 2 апат кашăкĕ супăнь, 1,5 литр ăшă шывº сĕрмелле.
Цемент хутăшне çак виçепе хатĕрлемелле: 1 пай лайăх пахалăхлă цемент, 3 пай хăйăр, пластифткатор тата брусчаткăна тĕс кĕртемлли сăрă. Формăсене тикĕс çĕре сарса хумалла, асăннă япаласенчен раствор çăрмалла. Вăл çăра хăйма пек пулмалла. Ăна тÿрех формăсене тултармалла, типĕтмелле. Хĕвеллĕ çĕрте типĕтмелле мар, брусчатка çийĕ çуркаланчăк пулать. Сулхăн вырăнта чухне те типнĕçемĕн пульверизаторпа 1-2 хутчен шыв пĕрĕхмелле. Пластификатор яни хутăша çемçерех тума май парать, бетонра сывлăш хăмписем пулмаççĕ. Кунашкал брусчатка вăрахрах типет. Растворта унăн виçи 0,5% пулсан çителĕклĕ. Хутăша затвердитель хушсан вăл хăвăртрах типĕ.
Сăрă икĕ тĕсли пулать. Хутăша ярса пăтратмалли тата хатĕр брусчаткăн питне сăрламалли. Çиелтен сăрламалли янкăртарах, илемлĕрех курăнать, анчах вăл вăхăт иртнĕçемĕн çийĕнсе пĕтме пултарать. Эпĕ хутăша ямалли сăрăпа усă куратăп.
Цемент хутăшне формăсен шутне кура хатĕрлемелле. Ытлашши юрăхсăра тухĕ.
Кирлĕ чухлĕ брусчатка хатĕрлерĕмĕр тейĕпĕр. Халĕ ăна хумалли сукмак анлăшне, хĕррисене патак тăрăнтарса çип карса палăртмалла. Унтан çĕрĕн çиелти сийне 25-30 см тарăнăш илмелле, тикĕслемелле. Аяла геотекстиль сарма юрать. Çук тăк темех мар. Сукмак хĕррисене бордюр тăратса тухмалла — ăна та брусчатка пекех хатĕрлеме пулать. Пулас сукмак тĕпне вак чул ªщебеньº 15 см сармалла, лайăх пусăрăнтармалла, унтан 10 см хăйăр сарса пусăрăнтармалла, çиелтен — 3 см пек хăйăрпа цементăн типĕ хутăшне, ун çине брусчатка вырнаçтарса хурса пымалла. Брусчаткăна çиелтен резинăланă мăлатукпа çапса тикĕслемелле, сукмака тикĕс сарса пымалла, 2 метрта çул тикĕс марлăхĕ 0,5 мм ытла пулмалла мар.
Хамăр хатĕрленĕ брусчатка туяннинчен çирĕпрех. Ăна кирлĕ виçене тĕрĕс пăхăнса хатĕрлетĕн-çке. Хамăр алăпа тунă ĕç кăмăла çĕклет.
Александр НИКИТИН.
Шупашкар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.