Бюрократи чăрмавĕсене пĕтермелле

16 Раштав, 2014

Декабрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Енĕн 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен каласа панă. 11 уйăхра промышленноç производствин индексĕ 2013 çулхи çак шайăн 103,5%-пе танлашнă. Мĕнпур категорири хуçалăхра ялхуçалăх продукцийĕ туса кăларнин калăпăшĕ 102,5% пулнă. Тĕрлĕ çăлкуçран укçа-тенкĕ уйăрнипе пĕлтĕрхи çак тапхăр шайĕн 101% чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

2014 çулхи ноябрьте Чăваш Республикинче инфляци 2013 çулхи декабрьтипе танлаштарсан 7,4% пулнă /Раççейĕпе - 8,5%, федерацин Атăлçи округĕнче - 8,4%/, 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ - 118,7 млрд тенкĕ е 101,9%. 2014 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче кашни уйăхра вăтамран шутласа панă номинал ĕç укçи - 20,5 пин тенкĕ е 8,2% ÿснĕ.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне экономика тĕлĕшĕнчен вăйпитти халăх тĕлĕшпе регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,63% пулнă. Ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 4,25 пин çынпа танлашнă, 2013 çулхи январь-ноябрь уйăхĕсемпе танлаштарсан 0,26 пин çын чакнă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - тĕнче политикинчи тата экономикинчи кăткăс лару-тăру республикăри предприятисен хуçалăх ĕç-хĕлне япăх витĕм кÿрет. Вăл туса кăларакан продукци конкуренцие, ĕç тухăçлăхне ÿстерме май паракан технологисене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе малашне те çине тăма чĕнсе каланă.

Михаил Игнатьев хресченсем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче çитĕнтернĕ паха, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсене пасарсенче сутма кансĕрлекен бюрократи чăрмавĕсене пĕтерме хушнă. «Ял çыннисем ветеринартан кирлĕ справкăсем илме район центрне кайма тивнĕшĕн ÿпкелешеççĕ, çав вăхăтрах продукци пахалăхне тĕрĕслессине пасарти лабораторире е ял тăрăхĕн шайĕнче йĕркелеме пулать. Вак бизнеса аталантармашкăн пирĕн ăнăçлă условисем туса памалла», - палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

2014 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче ирттернĕ сочинени пĕтĕмлетĕвĕсем тата патшалăх аттестацине ирттерме хатĕрленни çинчен вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - пĕтĕмлетÿ сочиненине 6289 çын çырнă, ятарлă /коррекци/ вĕрентÿ организацийĕсенче пĕлÿ пухакан 30 çамрăк изложени çырнă. Хутшăннисен 99% «зачет» илнĕ. Ытти регионсемпе танлаштарсан ку - лайăх кăтарту. Зачет илейменнисем /58 çын/ 2015 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче е майăн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетÿ сочиненине каллех çырĕç.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.