Çăлтăртан хĕр пулчĕ

23 Кăрлач, 2019

Тулли уйăх тÿпене хăпарсан çăлтăрсем патне хăнана кайма шухăшланă. Çăлтăрсен керменĕ анлă тÿпе варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пачах хупăнман, шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслисем, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çÿренĕ. Хĕр çăлтăрчăксемпе каччă çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Пĕрремĕшĕсем вăрăм аркăллă сараппанпа, иккĕмĕшĕсем вăрăм чаппанпа çÿренĕ. Утнă-чупнă чухне сараппанпа чаппан аркисем ура айне пулса йĕри-тавра кĕмĕл шевле сапаланă. Çăлтăрсем каçсерен улаха тухма юратнă. Çи-пуçне улăштарнă. Кашниех чи илемлĕ, чи ялтăркка кĕпе-йĕм тăхăннă. Тĕрлĕ тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн ялкăшса каччăсене илĕртнĕ, тенкĕ-шăрçаллă çăлтăр пики татах та илемлĕрех çутатнă. Пике çăлтăрчăксен куçĕсем тенкĕ-шăрçа çинче ялтăртатса йĕри-тавра вут-хĕм сапнă, пăхаттирсен чĕрине çунтарнă. Çăлтăрчăк- пăхаттир чăтса тăрайман, хăйне килĕшнĕ пикене куç хĕснĕ, лешĕ тусĕсем сисиччен каччăн карапĕ çине ларса тÿпе тăрăх çул çÿреве тухнă.
Кашни çăлтăрăн та Çĕр çинчи этемĕнни пекех хăйĕн шăпи. Пĕрисем улăхсенчи курăксем çине вĕçсе анаççĕ, сывлăм пулса йăлтăртатса çиçеççĕ. Теприсем тăрă çăл куçсене ÿксе çăвăнса тухаççĕ те тĕкĕр çине пăхнă пек капăрланса лараççĕ. Çăлтăрсем иленнĕ çăл куçри шыв сиплĕ те сăваплă. Çемьере кам та пулин чирлесен ваттисем ăна шурăм пуç киличчен çав çăл куçран ăснă шывпа сиплеççĕ. Çăлтăрсем чире хăваласа яраççĕ. Ĕлĕк-авалах çăл куçа варалама хушман, çăлтăрсем кÿренсе ку вырăнтан пăрахса тарасран шикленнĕ. Виççĕмĕшĕсем пĕрне-пĕри юратакан куçсене çунтараççĕ, ĕмĕрлĕх телей парнелеççĕ.
Уйăха кермен умĕнче хăйĕнчен кăшт çеç пĕчĕкрех çăлтăр кĕтсе илчĕ. Кун пысăкăш çăлтăра Уйăх та ку таранччен ниçта та тĕл пулман. Çăлтăр куçĕсенчен Çĕр çине ахах пĕрчисем — куççуль теес куççуль мар — темшĕн юхаççĕ.
— Сывлăх сунатăп! Кам эсĕ? Мĕншĕн кулянатăн? Кам кÿрентерчĕ?
— Ырă каç! Мана Ĕмĕтпи тесе чĕнеççĕ.
Çак керменте çуралса ÿснĕ Ĕмĕтпи ятлă пысăк çутă çăлтăр пуринчен те хитререх, пуринчен те çутăрах тата ăшăрах пулнă. Ăна пурте хисепленĕ, çав вăхăтрах ăмсаннă. Ĕмĕтпи Çĕр çинче пурăнакансен ĕмĕчĕсене пурнăçлама пултарнă. Çынсем ĕлĕк телейлĕ те сывлăхлă, вăй-хăватлă пулма ĕмĕтленнĕ, выльăх-чĕрлĕх, тыр-пул ăнса пултăр тесе кĕлĕ тунă, йышлă çемьесенчи тăвансем çичĕ сыпăк таранах пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Ĕмĕтпи вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçламашкăн каçсерен тÿпере ярăнса çÿренĕ. Халĕ те вĕсене пулăшасшăн, анчах кашнинчех çынсен тĕллевĕсене ăнлансах çитеймест: пĕри машина, тепри хваттер, виççĕмĕшĕ укçа ыйтать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.