Çамрăк дипломатсене ташша чĕнеççĕ

16 Çĕртме, 2017

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче тĕп хулари Ÿнер музейĕнче авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса йĕркеленĕ, мăнаçлă юрă-кĕвĕпе пуянлатнă Дипломати балĕ иртет.

Шупашкар хула администрацийĕн тата РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Мускав патшалăх халăхсен хутшăнăвĕн институчĕн Çамрăксен Дипломатийĕн Пĕтĕм тĕнчери шкулĕн пĕрлехи проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятире «Çамрăк дипломат» конкурса хутшăннă çĕр хĕрпе каччă ташă картине тăрĕ.

Кунашкал балсене çĕршыври финанс-политика, дипломати, культура элитин представителĕсене йыхравласси йăлана кĕнĕ. Çавна май çамрăксем полонеза тата мазуркăна сумлă хăнасен умĕнче ташлĕç.

XIX ĕмĕрте çакăн йышши балсем патшалăхсен ĕмĕрхи туслă хутшăнăвĕсене çирĕплетекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри шутланнă. Хальхи саманара вара вăл Чăваш Ен тĕп хулин тата Мускав институчĕн ĕçтешлĕхне кăтартакан пулăм пулса тăрать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.