Çамрăк шашист çĕнтерĕвĕ

13 Çу, 2014

12-ри Даниил Леонидова Чăваш Енре пĕлмен çын та çук пулĕ. Республикăри чи çамрăк шашист чылай ăмăртура мала тухса паллă спортсменсене те тĕлĕнтерет.

Пĕлтĕр вăл тĕнче турнирĕнчен виçĕ медальпе таврăннăччĕ. Кăçалхи çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Çак кунсенче Беларуçри Пинск хулинче иртнĕ Европа ăмăртăвĕнче пирĕн ентеш пухмача икĕ «ылтăнпа» тата пĕр «кĕмĕлпе» пуянлатнă. Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнче ăсталăха туптаканскер «миникадетсем» ушкăнра /2001-2003 çулсенче çуралнă шашистсем/ тупăшнă. Унăн тренерĕ Вячеслав Сухович пĕлтернĕ тăрăх - Даниил пур вăйăра та лайăх кăтартупа палăрнă, шашкăлла хăвăрт выляс енĕпе кăна ăна пĕр очко çитмен.

Рубрика: 
Автор: