Çамрăк тренерсене тĕрев кирлĕ

14 Çурла, 2019

Республикăра пурăнакансен спортпа туслă йышĕ 44,8% çитнĕ — аван кăтарту, анчах çакăнпа çырлахни вырăнсăр, тĕллев — асăннă кăтартăва 55% шайне çĕклесси. Çак цифрăсене Министрсен Кабинечĕн паян Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче хăй ертсе пыракан ведомствăн 2018 çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă май спорт министрĕ Михаил Богаратов пĕлтерчĕ.

Министр ГТО нормисене пурнăçлас ыйту çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Ку шăпах массăллă спортпа çыхăннă вĕт. Паян республикăра çав нормативсене тултарнă çынсен йышĕ 134 пинпе танлашать. Пĕлтĕр хăйсен вăйне тĕрĕслеме 13,5 пин çын хутшăннă, вĕсенчен 10,5 пинĕшĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Çапах, Михаил Богоратов шучĕпе, пăшăрхантараканни те пур. Асăннă йышăн 70 ытла проценчĕ — шкул ачисем. Пенсионерсем, ĕçлекен çынсем çак йышра сахал. Çавăнпа вăл спорт занятийĕсем ирттермелли вырăнсене шăпах пенсионерсем пурăнакан, ĕç коллективĕсемшĕн меллĕ вырăнсенче ытларах йĕркелемеллине палăртрĕ.

Çивĕч тепĕр ыйту — тренерсен йышĕ ватăлса пыни. Çак профессири çамрăксен йышĕ пĕчĕкленсех пырать. Уйрăмах — ялсенче. Çавна май Михаил Викторович çивĕчлĕхе сирмешкĕн çамрăк тренерсене укçан хавхалантармалли мелсемпе усă курма сĕнчĕ, çакă республикăри районсенче халăха спортпа туслаштарас ĕçе çамрăк тренерсене те явăçтарма пулăшĕ.

Чăн та, тренерсен ыйтăвĕпе министерство хăй ĕçлесе çитерейменни те сисĕнет. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев каларĕ. Вăл спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнчи кăмăлсăр лару-тăру пирки сăмах пуçарчĕ. Унта директор заместителĕсемпе тĕп тренерсен шучĕ 9 çын таранах хунаса кайнă-мĕн, хăшĕсене çав пысăк должноçсенчен хăтарма тивнĕ. Анчах вĕсен ставкисем çаплипех юлнă иккен, Юрий Егорович ку енĕпе йĕрке тума хушрĕ. Министр хăйĕн отчетне «асăрхаттарăва илтрĕмĕр..» тенипе вĕçлерĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментари хушас