Пĕр çамрăка экзаменран кăларса яма тивнĕ

22 Ака, 2019

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен Чăваш Енре патшалăхăн вăхăт çитмесĕрех йĕркелекен пĕрлехи экзаменĕсем иртнĕ.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов ЧР Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура пĕлтернĕ тăрăх, ку хутĕнче унта 263 çын хутшăннă — пĕтĕмпе 675 экзамен тытнă. Ытларах — вырăс чĕлхипе, математикăпа, обществознанипе. 675-рен 478-шне ăнăçлă тытнă. Ыттисем тивĕçлĕ чикке парăнтарйман. 51 тĕслĕхре вара 80 балран та ытларах пухнă: «Кусем — тĕрлĕ çĕрте вĕренекен, анчах урăх енĕпе пĕлÿ илме шут тытнă çамрăксем», — терĕ министр.

Пĕр çамрăка экзаменран кăларса яма тивнĕ иккен. Вăл кĕсье телефонĕпе усă курма тăнă. Металл детекторĕ те пур, анчах унăн çумра çыхăну хатĕрĕ пулнине детектор та «асăрхаман», мĕншĕн тесен çамрăк çын пластикран хатĕрленĕ телефон чиксе кĕнĕ. Тĕп экзаменсем вара кăçал çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçланĕç — 9-мĕш классене тĕрĕслĕç. 11 класс пĕтерекенсен экзаменĕсем çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланса утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕçленĕç.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас