Çăмран картинăсем «ÿкерет»

28 Авăн, 2017

Хальччен çăмран çăматă йăваланине, çип арласа алсиш-нуски çыхнине çеç пĕлнĕччĕ. Унран картина та хатĕрлеме май пуррине илтсен питĕ тĕлĕнтĕм. Кунашкал мелпе усă курса тунăскерсем питĕ илемлĕ. Пĕрре пăхсан ĕçĕ çăмăл пек туйăнать. Çук иккен, вăл питĕ кăткăс. Психологсен шухăшĕпе, ку хăйне евĕр ĕç чуна лăплантарма, çынна хăйне ĕненме пулăшать. Шупашкарта пурăнакан Ирина Кузьминана çак ĕç пултарулăхне, тавракурăмне аталантарма пулăшнă.

— Кунашкал картинăна çулталăк каялла тĕп хулари пĕр лавккара куртăм. «Пултарайăп- ши?» — ыйту патăм хама ун чухне. Пушă вăхăтра алла киçтĕк тытатăп, акварельпе, гуашьпа ÿкеретĕп. Çавăнпа çăмран картина хатĕрлесси питĕ интереслĕ пек туйăнчĕ. Ĕçе кăçалхи нарăс уйăхĕнче пуçăнтăм, салтак тÿмисене «чун кĕртрĕм». Картина питĕ илемлĕ пулнине курсан питĕ савăнтăм, малалла ĕçлеме хавхалантăм. «Ара, ĕçĕ питĕ çăмăл-çке», — мĕлтлетрĕ шухăш. Халĕ эпĕ кăткăсрах ĕçсем хатĕрлетĕп, çынсен кăмăл-туйăмне сăнлама вĕренетĕп. Нумаях пулмасть чăваш тумĕ тăхăннă хĕрпе яша «ÿкертĕм». Ку — манăн 13- мĕш ĕç, — каласа кăтартрĕ Ирина Кузьмина.

Ирина педагог, юрист профессийĕсене алла илнĕ. Анчах пачах урăх тытăмра ĕçлет: пĕр министерствăра вăй хурать вăл. Пушă вăхăта усăллă ирттерет: бассейна çÿрет, хĕвел тухăç ташшисемпе интересленет. Пур çĕре те ĕлкĕрме ăнтăлаканскер ал ĕçĕпе аппаланма та май тупать. Ирина каланă тăрăх, пĕр ĕçе тумашкăн вăтамран 3-5 кун кирлĕ.

— Ĕçе пуçĕпех путмашкăн шăплăх кирлĕ. Çав вăхăтра килтисем урама тухсан питĕ савăнатăп. Алă ĕçĕ куç çивĕчлĕхне пĕтерет. Алă та ыратать. Картина хатĕрленĕ чухне ун пирки çеç шухăшламалла. Çав вăхăтра урăх ĕç пирки манмалла. 3-4 сехет аппаланнă хыççăн пулас картина çине кантăк хуратăп та çитменлĕхсене палăртатăп. Çакна та пĕлтерем: эпĕ ирхине, çутă пур чухне çеç, çил витĕр кĕмен пÿлĕмре ĕçлетĕп. Ку маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, — ĕçри хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ вăл.

Ирина пĕр ĕçе вĕçлемесĕр теприне пуçăнмасть. Чуна парса тунă ĕç çеç илемлĕ пулса тухать. Çакна Ирина питĕ лайăх ăнланать. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.