Çапăçу кĕрленĕ уйра...

27 Кăрлач, 2020

Юлашки вăхăтра çĕршывра шыравçăсен юхăмĕ самай аталанчĕ. Республикăра та вăй илчĕç вĕсем. Вăрçа хутшăннă салтаксен шăписене тĕпчесе пĕлес, çынсене тăванĕсем çинчен тĕрĕссине пĕлме пулăшас тĕллеве пурнăçланисĕр пуçне çапăçу кĕрленĕ вырăнсене экспедицие тухса çÿреççĕ. Мĕн чухлĕ салтак шăм-шакне, вăрçăпа çыхăннă япала чавса кăларман-ши вĕсем?! Ансат мар çак ĕçе йĕркелеме çамрăк ăру хастар хутшăнни, патриотсем вĕсен йышĕнче сахал мар пулни савăнтарать.

Немцев хушамат килĕшменнипе...

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратри шыравçăсен отрячĕ 2017 çулта кăрлач уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Саккăрмĕш класс ачисене çакнашкал ушкăн пуçарма вĕсен ертÿçи, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Валентина Филиппова сĕннĕ.

— Раççей шкул ачисен Чăваш Енри юхăмĕпе тĕп хулана вĕренме çÿрерĕмĕр. Вырсарни кунсерен иртекен тĕл пулусенче ачасем тĕрлĕ енпе — пĕрисем çар çынни, теприсем — журналист пулас ĕмĕтпе, виççĕмĕшсем шырав ĕçĕпе — кăсăкланса ăсталăх класĕсене çÿрерĕç. Маларах шыравçăсен реапубликăри ĕç-хĕлĕ çинчен хам та питех илтменччĕ. Юхăма пирĕн ачасем те хутшăнма пултарассăн туйăнчĕ. Çапла Чăваш Ен шыравçисен кураторне Евгений Шумилова хамăрăн отряд уçас кăмăла пĕлтертĕмĕр. Вăл пирĕн шухăша питех хапăлласах йышăнмарĕ. Чи малтанах йывăрлăхсем пирки асăрхаттарчĕ. Экспедицие кайсан мĕнле чăрмавсем витĕр тухма тивессе пытармарĕ. Класри ачасем пур пĕрех хăйсен сăмахĕнчен пăрăнманнине кура отряда регистрацилесе реестра кĕтрĕç, — Çĕнĕ Мăратсен пĕрремĕш утăмĕсем çинчен тĕплĕн каласа ăнлантарать шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Валентина Анатольевна.
Паллах, çĕр айĕнчи япаласене чавса кăларса тĕпчев ирттерме тÿрех никама та ирĕк памаççĕ. Куç тÿрех асăрхакан çитĕнÿсем патне çитиччен — темĕн чухлĕ вĕренмелле. Çак тапхăр çулталăка яхăн пынă. Çав хушăра Çĕнĕ Мăратсен «Наследие» отрячĕ «Контактра» социаллă сетьре хăйсен страницине уçнă. Унта вырăнти салтаксен — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен — сăн ÿкерчĕкĕсен альбомне вырнаçтарма тытăннă. Пĕри — Тукайра, тепри Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснисене халаллани. Çынсене хăйсем паллакан салтак пирки мĕнле-тĕр информаци пĕлсен çырса ямашкăн ыйтнă. Çакă фотоальбомсемпе çыхăннă ĕçĕн иккĕмĕш тапхăрне йĕркелеме — сăн ÿкерчĕ-кри çын çинчен информаци /ăçта çуралнă, ячĕ-шывĕ, ăçта çапăçнă, мĕнле наградăсене тивĕçнĕ тата ытти/ пухса çырма — кирлĕ пулнă.
— Шкулта вăрçа хутшăннисен сăн ÿкерчĕкĕсем пур, анчах хушамачĕпе инициалсене кăна палăртнă. Ятне тата ашшĕ ятне туллин палăртса тухрăмăр. Çак ĕçе пурнăçлама та питех çăмăл мар. Хăшĕ-пĕри хыпарсăр çухалнă тĕслĕхрен. Чылай информацие даннăйсен «Мемориал» пĕрлештернĕ банк урлă тупма май килчĕ. Сăмах май, çакнашкал çăл куç пурри пирĕн ĕçре питĕ меллĕ. Архив материалĕсене вăрттăнлăхран кăларакан сайтра информаци çĕнелсех тăрать. Акă темиçе çул каялла «хыпарсăр çухалнă» тесе палăртнă çын çинчен паян мĕнле те пулин сведени тухма пултарать, — палăртать ачасене шырав ĕçне явăçтарма хăтланса лара-тăра пĕлмен Ва-лентина Анатольевна.
Тĕрлĕ кăсăклăх та сиксе тухать çынсен шăпине тĕпченĕ май. Акă пĕррехинче Çĕнĕ Мăрат шкулне ăнсăртран пĕр хĕрарăм килет. Стендра хăйĕн тăванне Василий Суромова курать. Унăн чăн хушамачĕ вара Немцев иккен! Тăван ашшĕ нимĕç çарĕпе пынă вăрçă хыççăн кăмăллах мар хушамата урăхлипе улăштарнă. Василий вара малтанхипех йыхрав хучĕ илнине маннă пулас тăванĕсем, Суромовпах шыраттарнă ăна. Шкула килнĕ хăна каласа кăтартнă хыççăн шыравçăсем «Мемориала» ыйту çыраççĕ. Çапла Василий Алексеевич 1942 çулхи раштавра Смоленск çумĕнчи ялта çапăçу вăхăтĕнче вилнине пĕлеççĕ. Чăн та, ял ятне интернет-банк «Новые Мураты» вырăнне «Ново-Шура» тесе кăтартнă. Кунашкал тĕрĕс марлăх сиксе тухни пулкалать.
— Усăллă кашни ĕç хыççăн вĕренекенсем хăйсем тĕрĕс çулпа утнине, халăхшăн кирлĕ ĕç пурнăçланине туйса илеççĕ. Йĕпреç районĕнчи Буинска чавса тупнă салтак ÿтне пытарма кайнăччĕ. Оркестр, çар çыннисем, пăшалтан переççĕ, хура тутăрлă тăванĕсем иртнине аса илсе куççульленеççĕ... Çакă çитĕннĕ çыннăн кăна мар, ача чĕринче те хумхану çуратать паллах, — пăлхануллă саманта аса илнипе вĕрентекенĕн сасси чĕтрет.

Сĕтел çинче çывăрнă

«Наследие» отрядра чи малтанах 13 ача пулнă. Тăххăрмĕш класс хыççăн хăшĕ-пĕри шкултан кайнă. Çавна май халĕ малтанхи ушкăнран — улттăн кăна. Вĕсен йышĕнче — пур çĕрте те яланах хастар Федор Александровпа Валерия Кузьмина. Хăйсен ушкăнĕпе тĕрлĕ экспедицире пулса курма та ĕлкĕрнĕскерсен аса илмелĕх кăсăклă самант чылай.
— 2017 çулта Тутарстана Вертолет утравĕ çине вĕренĕве илсе кайнăччĕ. Тăватă куна пычĕ ĕçлĕ çул çÿрев, виçĕ кунĕнче çумăр тăкрĕ! Палаткăсенче пурăнаттăмăр. Пĕр кун вăйлă çил пуласса асăрхаттарчĕç те пире çыран хĕрринчен аяккарах вырнаçнă столовăя куçарчĕç. Унта палаткăри пек нÿрĕ те сивĕ марччĕ, паллах, анчах... сĕтел çинче çывăртăмăр, — халĕ йăл кулса кăна аса илет иртнине Валерия.
Валентина Анатольевнăн вара çавăн чухне ачасем чирлесе каясран сехри хăпнă. Урăх ниçта кайма та килĕшмĕç тесе шухăшлама тытăннă. Телее, хăй яланах шаннă ачасем йывăрлăхран чăнах та хăраманнине çирĕплетсе панă: çул çÿрев асапĕсем çинчен çийĕнчех маннă вĕсем.
Республикăран аякри çĕр çинче иртнĕ анлă вĕренÿре усăлли чăнахах та пулнă. Çĕр чавма ăçта, епле, кампа пуçламалла? Эксгумаци епле ирттермелле? Мĕн вăл — салтак медальонĕ? Ăна тĕрĕс мĕнле уçмалла? Антрополог тĕпчевне мĕнле ирттермелле? Чавса тупнă япала е çын кĕлетки тĕлĕшпе документ-протокол епле çырмалла? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатнă çамрăк шыравçăсем унта.
Çапла, кирек мĕнле çĕнĕ ĕç валли пĕлÿ кирлех. Çапах та сĕтел хушшинче е лару- тăруран аякра пулса иртекен вĕрентÿпе танлаштарсан вырăна тухса практикăра хăнăхни-пĕлни — пачах урăхла витĕм. Çакна Валерия та, Федор та, вĕсен отрядри тусĕсем те çирĕплетеççĕ.
— Шырав отрячĕн экспедицине теприсем экзотика пек йышăнаççĕ. Йăнăшаççĕ паллах. Тĕрĕссипе, унта питĕ тăрăшса, нăйкăшмасăр, çине тăрса ĕçлемелле. Тÿсĕмлĕх питĕ кирлĕ. Икĕ эрне алăран кĕреçе ан кайтăр, шурлăх витĕр пылчăк çăрса е шăрăхра хĕвел пайăркисенчен хăтăлаймасăр кунĕпе чакаланмалла-и — кун пеккине кашниех чăтаймасть, паллах. Çакна палăртмалла: тахçан çапăçу кĕрленĕ уйра утнă май паян та çурăм сÿлетет, — палăртать шухăшне йĕкĕт.

Сирпĕнмен мина та тупнă

Малтанхи çул çÿреве Çĕнĕ Мăрат çамрăк шыравçисем манмаççĕ. Чулхула облаçĕнче иртнĕ «Волхов фрончĕ. Чудово» анлă çар-истори экспедицине пурĕ 600 ытла çын хутшăннă. Шыравçăсем Раççей тĕрлĕ регионĕнчен кăна мар, Беларуç, Казахстан, Молдова, Таджикистан, Эстони, Узбекистан тата ытти çĕршывран та пынă. Волховран Спасская Полисть ятлă ял еннелле тăсăлакан лаптăка чавма хутшăннă вĕсем. 1942 çулта кунта питĕ хĕрÿ çапăçу — Любань операцийĕ — иртнĕ. Çавăн чухне пирĕннисем самай пысăк çухату тÿснĕ.
— Малтан лагерь вырнаçнă уйри çĕрпе ял хуçалăхĕнче усă курнă. Анчах та çын шăмми темиçе хут та тухнă хыççăн ку тăрăхра тырă-пулă акма чарнă. Эпир кайнă чухне чăтлăх пек ашкăрнă курăк пилĕк таранахчĕ. Чавма çăмăлрах пултăр тесе çĕр чи çиелти сийне бульдозер хырса парать те малалла ĕçе кĕреçепе, кирккапа, лумпа, металлодетекторпа тата ытти хатĕрпе пурнăçламалла. Ăнсăртран шăмă тухрĕ тĕк кашни сантиметрне питĕ тĕплĕ, тăпрана киçтĕкпе шăлса пырса «археологи сĕтелне» /çын ÿчĕ, шăмăсем мĕнле майлă выртнине пĕр пĕтĕмĕшле ÿкерчĕкре кăтартнине çапла калаççĕ. — Авт./ кăлармалла. Салтак кĕлетки пĕтĕмĕшле палăрсан тин шăмăсене тытма-илме юрать. Ăçта чавма пуçлассине карттăпа пăхса тата траншейăсен йĕрĕсене сăнаса палăртаççĕ — экспедицие ятарлă специалистсем хутшăнаççĕ, — ăнлантарать Валентина Филиппова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПУШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.