Çаплах асапланать

26 Раштав, 2013

Çĕр ыйтăвĕ çивĕчлĕхне çухатмасть-ха. Калăпăр, виççĕмĕш ача çуратнисем хăйсене меллĕ вырăнта лаптăк илесшĕн. Ял çыннисем пай çĕрсене харпăрлăха куçарассишĕн тăрмашаççĕ. Ку ĕçсене, паллах, çийĕнчех пурнăçламалла. Çав вăхăтрах пулăхлă тăпрапа тухăçлă усă курасси пирки те манмалла мар. «Пахча çимĕçе пуçтарса кĕнĕ вĕт», - тейĕ хăшĕ-пĕри. Анчах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пур лаптăкпа та тĕллевлĕн усă курманни çаплах калаçтарать.

Ял сăнне яракан ÿкерчĕксем

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем, сăмахран, 9 уйăхра кăна ял тăрăхĕсен администрацийĕсене тĕрĕсленĕ май 24 çÿп-çап купи тупса палăртнă. 2,0 гектара шар кăтартнăшăн 22 ял тăрăхĕн пуçлăхне 51 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çав шутра Патăрьел тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен прокуратурисен постановленийĕсемпе те. Кăçал управлени ĕçченĕсем Çĕмĕрле, Етĕрне, Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Элĕк, Шупашкар, Муркаш, Шăмăршă районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене административлă майпа айăпланă.

Çитменнине пур çĕрте те инспекторсен асăрхаттарăвĕсене пурнăçласшăнах мар. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ял тăрăхĕн пуçлăхне тавралăх сăнне яракан вырăна тасатмалли тата унти çĕре усă курмалла юрăхлатмалли çинчен калакан предписание вăхăтра пурнăçламаншăн РФ КоАП-ĕн 19.5 статйин 1 пайĕпе административлă майпа айăплама тивнĕ. Çÿп-çап купине çав-çавах пĕтермелле.

Комсомольски районĕнчи пĕр обществăна ку енĕпе йĕркене пăснăшăн 2 хут штрафланă. Иккĕмĕш хутĕнче вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ял тăрăхĕнче хăйăр кăларнă май пулăхлă çĕрех тăмпа, йывăç-тунката юлашкийĕсемпе, туратсемпе витсе хунă. 2012 çулта вара çакнашкал пулăмшăн ăна 10 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕнче темиçе çĕрте илемсĕрлĕх хуçаланнă. Пĕр çĕрте кантăк япаласем, тимĕр тата пластик изделисен юлашкийĕсем тата ытти япала йăваланнă. Тепĕр тĕлте мунча лартнă хыççăн тăрса юлнă йывăç татăкĕсем.

Тĕрĕссипе, кунашкал хитре мар ÿкерчĕк кашни районтах пур.

Акă Патăрьел районне илер. Çак тăрăхра йăлари хытă каяшсене пăрахма ятарлă вырăн уçнă. Ăна «Полигон» общество пăхса тăрать. Тăпра пулăхне ÿстерме пĕлтĕр 11 хуçалăхра извеç сапнă, 10-ĕшĕнче – кали. Кусем ырă сăмаха тивĕçлĕ ĕç темелле. Анчах ăпăр-тапăр куписенчен кунта та хăтăлса пĕтеймеççĕ-ха. Кăçал управлени инспекторĕсем Ксыл Чишма ял тăрăхĕн пуçлăхне кунашкал йĕркесĕрлĕхшĕн 2 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Çĕре 3 çуллăха - арендăна

Инспекторсем планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевсем ирттернĕ май кунашкал кăлтăксемпе кăна мар тĕл пулаççĕ. Пур районта та тенĕ пекех аренда килĕшĕвĕсенчи хăш-пĕр самант тивĕçтермен. Çĕре хăшĕ-пĕри 1 çуллăха е сахалрах вăхăта тара илет. Çакă - Чăваш Республикин «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» саккуна тÿрремĕнех пăсни. Унта аренда килĕшĕвĕсене сахалтан та 3 çуллăха тумаллине палăртнă.

Паллах, саккунра йышăннă тапхăртан сахалрах вăхăта тунă килĕшĕве регистрацилес хуйхă çук. Анчах та пĕр çул хушшинче çĕртен пайта илме кăна пулать вĕт. Лаптăка им-çампа апатлантарас тесе никам та тăрăшмасси паллă. 3 çула илекенни лайăх тухăçшăн малтан тăпран пулăхлăхне вăйлатать, çапла-и? Кунашкал тĕслĕхсем пирки Чăваш Республикин прокуратурине тата Росреестрăн республикăри управленине пĕлтернĕ.

Вырăнтисем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ

Муниципалитетсем çĕр тĕрĕслевĕ ирттересси пирки те асăнса хăварас килет. Управлени ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче саккунсемпе килĕшÿллĕн çакăн çинчен калакан Положение тата Административлă регламента çирĕплетнĕ. Анчах та тĕрĕслев ирттермелли плана инспекторсем пулнă ял тăрăхĕсен 50 проценчĕ çеç прокуратурăна кăтартса çирĕплетнĕ.

Россельхознадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх - вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тĕрĕслемеççĕ тесен те юрать. Муниципалитетсем ытларах ялсенчи çĕрсен тĕлĕшпе тимлĕ.

Çакна та палăртмалла: район администрацийĕсемпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса вĕсенчен управление Çĕр саккунĕсене пăсни çинчен 24 çыру-пĕлтерÿ çитнĕ. Кашнин тĕлĕшпе контрольпе надзор мероприятийĕ йĕркеленĕ. Чăнах та иккен: çыру-пĕлтерÿсем ахальтен çуралман. Çĕршĕн тăрăшманшăн юридици сăпатĕнчи – 4, должноçри – 1, ахаль 62 çынна административлă майпа явап тыттарнă.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.