Çĕмĕрлере çĕнĕ котельнăй уçăлчĕ

Çĕмĕрле хулинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл — пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри кăткăс лару-тăру. Çакăн сăлтавне ăшă пăрăхĕсем япăхнипе, котельнăйсем кивелнипе çыхăнтараççĕ. Кунта лару-тăрăва çĕнĕ котельнăйсем хута ярса лайăх енне улăштарма тĕллев лартнă.

Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Акă паян Сăр урамĕнче хальхи йышши котельнăй уçăлчĕ. Ăшă памалли вăхăт çитсен вăл тулли хăватпа ĕçлеме пуçлĕ,  нумай хваттерлĕ 73 çурта тата виçĕ садикпе шкула ăшăтĕ.

Çĕнĕ объекта паян Çĕмĕрле хулине ĕçлĕ визитпа килнĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курчĕ. Михаил Васильевич хальхи йышши технологисене тĕпе хурса хута янă котельнăй ăшă энергине перекетлеме, коммуналлă хуçалăхри тăкаксене пĕчĕклетме май парассине палăртрĕ. "Çынсем çакăншăн, паллах, савăнĕç", — терĕ.

Сăмах май, Çĕмĕрле хулинче 2018-2019 çулсенчи ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе виçĕ блок-модуль котельнăйне ĕçе кĕртнĕ. Çитес вăхăтра тата виççĕ хута ямалла. Вĕсем нумай хваттерлĕ 83 çурта тата ултă ача садне ăшăпа тивеçтерĕç.
 

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас