Çĕмĕрлери 1-мĕш шкулта вĕренÿ çулĕ пуçланнă

18 Авăн, 2017

Çĕмĕрлери 1-мĕш шкул кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ачасене авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче çеç йышăннă. Çав куна вырăнтисем учреждени çĕнĕрен çурални вырăнне хурса хаклаççĕ.

Икĕ çултан 85 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен шкулта тĕплĕ юсав халиччен те пулман иккен. Вак-тĕвек юсав ирттернĕ-ха, анчах унтан-кунтан сапланипех мала нумай каяймăн. Шкул çуртне 1974 çулта республикăн культура эткерлĕхĕ тесе йышăннă, мĕншĕн тесен 1941-1945 çулсенче унта Донецкри 3459-мĕш номерлĕ госпиталь вырнаçнă.

Шкула юсама кăçал республика хыснинчен 20 миллион тенкĕ уйăрнă, вырăнти хысна 2 миллион тенкĕ куçарнă. Тĕплĕ юсавăн иккĕмĕш тапхăрне килес çул малалла тăсĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне тата юсаса çĕнетнĕ шкула уçма Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноçăн тата суту-илĕвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, тĕрлĕ шайри депутатсем,  вырăнти тÿре-шара хутшăннă.

Рубрика: 

Комментари хушас