Çĕнĕ çул парни — 2 михĕ кирпĕч

14 Раштав, 2018

Етĕрне районĕнче пурăнакан арçын ултавçăсен серепине çакланнă. Хайхискер таваршăн 27 пин тенкĕ куçарнă пулнă.

Хур курнăскер ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомашини валли çĕнĕ двигатель интернетра шыранă. Тупăннă! Ярославльте! Хуçипе çыхăннă та хак пирки калаçса татăлнă. Малтан вăл сутуçа 3 пин тенкĕ куçарса панă. Документсен копийĕсене курсан ытти 24 пинне те ярса панă. Анчах двигатель вырăнне ăна икĕ михĕ кирпĕч ярса панă. Уголовлă ĕçе пуçарнă, ултавçа шыраççĕ.

ЧР ШĔМĕ дистанци мелĕпе тавар туяннă чухне шанчăклă сутуçă суйламаллине аса илтерет, кăшт иккеленÿ çуралсанах япалана ан туянăр.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас