ÇĔНĔ КĔНЕКЕ

17 Утă, 2015

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Ăна тăван халăхăм патне çитерес килчĕ. Çавăншăн çырнă-çке-ха ăна. Çавăншăн ĕçленĕ. Турă панă пултарулăха тăван халăхăма тавăрса памалла. Писателĕн, паллă, çакна кĕнеке çырса тумалла. Унсăрăн çылăха кĕрĕп.

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Суту-илÿ йĕркелесчĕ, библиотекăсене çитересчĕ тесе чиновник патне кĕтĕм.

- Хальхи саманара кĕнеке модăра мар, - терĕ çак мăнттай.

Çав териех хурлантăм.

Татах, нимĕне пăхмасăр, тепĕр çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Тусăмсем, юлташăмсем, манăн хаклă вулаканăмсем тав туса пĕтереймеççĕ.

- Мĕнле çыратăн-ха эс? - тесе тĕлĕнеççĕ. - Тавтапуç сана кĕнекешĕн.

Çаплах, ара, шухăшăм капланса-капланса килет те ăна тытса чараймастăп. Хĕрарăм ача çуратнă евĕрлех вăл кĕнеке çырасси. Çие юлать те ... Çапла-çапла, çие юлсан çĕнĕ чун çуралать. Шăп та лăп тăхăр уйăхран. Кĕнеке - калав е повесть çураласси те çаплах. Анчах миçе уйăх е çул, миçе кун е эрне йăтса çÿретĕп-ши эпĕ чун-чĕрере, пуçра-тăнра пулас ачана-кĕнекене? Ăна никам та пĕлмест. Хам та пĕлместĕп. Анчах тем самантра туйса илетĕп: акă вăл! Килесшĕн, хут çине тухасшăн. Чун-чĕре тулсах ларнă манăн. Йывăр ăна текех йăтса çÿреме. Ачана-кĕнекене çуратмасан ÿксех вилĕпин! Кĕртсе лартатăп вара хама сĕтел хушшине. Чăх пусма ларнăнах пусăрăнатăп. Çĕрĕн-кунĕн ĕçлетĕп. Ниçта тухмасăр. Никампа курнăçмасăр. Куçăхтарас марччĕ хама хам. Ĕçлесчĕ те ĕçлесчĕ. Вулакана тивĕçлĕ пуласчĕ.

Малтанах ручкăпа çыраттăм. Компьютер ĕмĕрĕ пуçланчĕ те эпĕ те халĕ тÿмесене çеç шăкăлт-шăкăлт пусса ларатăп. Çăмăллăх та пур пек. Хăвăрт пулать. Хăвăрт çырăнать. Анчах мĕн тесен те компьютер вăл чĕрĕ мар çав. Унăн чĕри çук. Чунĕ те çук. Комьютер вăл этем хăйĕн пурнăçне çăмăллатма шухăшласа кăларнă техника çеç.

Пĕлтĕрсем мăнукăмпа иртнĕ вăрçăра нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăрла çапăçнă, нумай орден-медале тивĕçнĕ П.Н.Теплов фронтовика пулăшса кĕнеке кăлартăмăр. Эпĕ каласа пыратăп, мăнук компьютерпа çапса пычĕ. Ĕçлетпĕр-ĕçлетпĕр те, ывăнса çитсе, вырăн çине ÿкетпĕр. Канса илмесĕр ĕç малалла каясшăн мар.

- Кĕнеке кăларасси пĕртте çăмăл мар иккен, асанне! - тет ĕç тĕлне пулнăшăн савăнса пĕчĕк хĕр. - Вăрман каснă чухнехилле ывăнтăм эпĕ.

"Вăрман каснă чухнехилле тесе" ман сăмахсене калать-ха вăл. Чăнах, ывăнтарать. Çав хушăрах пурăнтарать. Аталантарать. Ĕç вăл çынна çĕклет...

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Патшалăх Канашĕнче ларакан чиновник ăна вулатăрччĕ тесе чиновника парнелерĕм. Чиновник ăна вулама хăват çитереймен, вăхăт тупайман. Хула паркĕнчи тенкел çинче манса хăварнă. Урам шăлса пуçтаракан ăна тупнă та килне илсе таврăннă. Киленсе вуласа тухнă. Мана шыраса тупрĕ, тав туса пĕтереймест.

Çав териех савăнтăм.

2012.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.