Çĕнĕ куна пуçлама хаçат кирлех

31 Пуш, 2015

Мĕнле иртнĕ ĕнерхи кун, çĕнни мĕн пур, паян мĕн кĕтмелле - çак шухăшпа эсĕ, вулаканăм, ирпе ирех радио яратăн, хаçатсен тишкерĕвне итлетĕн. Хулара пурăнатăн-тăк - часрах киоска васкатăн. Ялта пулсан почтальон килессе кĕтетĕн. Шупашкарти «Чăваш пичечĕн» киоскĕсене халăх чылай çÿрет-и? Мĕнле кăларăмсене ытларах кăмăллаççĕ? Хула çынни чăвашла вулама пăрахман-и? Паянхи пичет кăларăмĕсенче мĕн çинчен вуласа пĕлесшĕн? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Василий Кузьмин фотокорреспондентпа пĕрле тĕп хуламăрти Ленин, Мускав, Калинин районĕсенчи киосксенче пултăмăр.

Николаев космонавт урамĕнчи киоскра ĕçлекен сутуçă «Хыпар» Издательство çурчĕн хаçачĕсене кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах илме тытăнни пирки пĕлтерчĕ. Пĕлтĕр сутлăхра «Хыпар» 3 экземпляр кăна пулнă, кăçал вара куллен 12-14. «Шăматкунхине» ытларах туянаççĕ: унта телерадиопрограмма пулнăран тата тĕрлĕ тĕспе тухнăран-мĕн. Хальхи вулакан пичет «çимĕçĕн» «тĕшшине» кăна мар, хитрелĕхне те пăхать. Кулленхи хушăран 3-4 экземпляр юлать-тĕк, шăматкунхи юлмаспа пĕрех. Пур чухне те пĕр килмест иккен. Хăшпĕр кун çитмест те. Хăшĕсем тăванĕсене хаçат урлă юбилейпе саламланă-тăк - çав кăларăма 4-5 таранах туянаççĕ. Тăван чĕлхепе пичетленекен республика хаçатне аслă ăру çыннисем, ватăсем ытларах туянаççĕ. Киоска ир-ирех кăштăртатса килеççĕ вĕсем. «Чун çимĕçне» алла илсен вара пысăк ĕç тунă пекех хĕпĕртеççĕ. «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси», «Сывлăхпа» «Кил-çурт, хушма хуçалăх» кăларăмсем вара йăлт сутăнса пĕтеççĕ. Ытларах чухне вĕсене пĕр çынсемех туянаççĕ», - паллаштарчĕ киоскра ĕçлекен. Шел те, хăйĕн ятне вăл палăртма ыйтмарĕ.

Пирĕн çул малалла «Чăваш Ен» хăна çурчĕ еннелле выртрĕ. Эпир мĕн ĕçпе çÿренине пĕлсен Ирина Кубарева лару-тăрупа паллаштарма васкарĕ. Чăн та, сентресем çинче чăваш хаçачĕсем шăкăрин выртаççĕ. «Чăваш хĕрарăмĕпе» «Çамрăксен хаçатне» наччас туянса пĕтереççĕ. «Хыпара» та сĕнетĕп. Ăна кăçал 10-шар экземпляр параççĕ. Шел те, вăл юлкалать. Уйрăмах кулленхине сутма йывăртарах», - тунмарĕ Ирина Гавриловна. «Апла-тăк, хула çынни мĕнле хаçатсене вулама кăмăллать-ха?» - пĕлес килчĕ пирĕн. «Версия», «Аргументы и факты», «МК в Чебоксарах»,- пулчĕ хурав.

Афанасьев урамĕнчи пичет киоскĕнче ĕçлекен Светлана Федотова пире, темшĕн, пит тараватлах кĕтсе илмерĕ. «Пирĕн кун пек даннăйсене пама юрамасть, пуçлăхсенчен ыйтăр», - терĕ пулин те, кăмăлĕ кăштахран çаврăнчĕ. Сутлăхра кулленхи «Хыпар» - 12, шăматкунхи 15 экземпляр. Шел, пĕр çын çеç ăна киоскра çырăнса илет. Çав вăхăтрах «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмĕ» йăлтах сутăнса пĕтеççĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хаçатне ватăсем те ыйтаççĕ. Аслă ăру çыннисене «Сывлăхпа» «Кил-çурт, хушма хуçалăха» та хаклă мар тесе сĕнетĕп», - паллаштарчĕ Светлана Федотова.

Богдан Хмельницкий урамĕнчи киоскра та пире ăшпиллĕх тени кĕтмерĕ. Киоскра ĕçлекен тăн-тăн хĕрарăм лару-тăрупа паллаштарасшăнах пулмарĕ. Эпир журналистсем пулни те, хамăр «çимĕçе» халăх епле йышăннине пĕлесшĕн пулни ăна нимĕн чухлĕ те хумхантармарĕ. Кунта та çав ÿкерчĕкех иккен. Эрнере пĕрре тухакан хаçатсем ытларах сутăнаççĕ. «Хыпара» пĕр çын киоскра çырăнса илет-мĕн.

Декабристсен урамĕнчи киоск «хуçи» Любовь Корышева вара эпир калемçĕсем пулнине пĕлсен хĕпĕртесех кайрĕ. Çак ĕçре вăл - 20 çул. Апла, темиçе çул каяллахипе паянхине танлаштарма пултарать. «Хыпар» юлашки вăхăтра улшăнчĕ, форматне ылмаштарчĕ. Ку аван! Тыткалама та меллĕ. Хушăран питĕ интереслĕ материалсем тухаççĕ. Вăхăт пур чухне вуласа киленетĕп вара. Анчах хаçатра хутран-ситрен халиччен илтмен сăмахсене тĕл пулатăп. «Мĕне пĕлтерет-ши ку?» - тесе пуç вататăп вара. Эпĕ те сирĕн пекех халăх мĕншĕн чăвашла вуласшăнах марри пирки шухăшлатăп. Информаци кирлĕ мар-ши ăна? Е ăна вăл урăх çĕртен илет-ши? Ваттисем /хальхи вулакансем/ пурнăçран уйрăлсан камсем вулĕç-ши тетĕп», - пăшăрханăвне пытармарĕ Любовь Ивановна. Çак самантра киоска пĕр арçын кĕчĕ, вăл «Аргументы и факты» тата «Телесемь» туянчĕ. Любовь Корышева каланă тăрăх - хула çыннисем «Телесемьпе» «Теленеделя» кăларăмсене ытларах илеççĕ. Паллă ĕнтĕ - телепрограммăсемшĕн.

Эпир Кăнтăр поселокĕнчи пасар умĕнчи киоск патнелле васкатпăр. Кунта та сутлăхра «Хыпар» - 12 экземпляр. «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Хресчен сасси» кашниех вуншар ытла. Кунта та киоск «хуçи» вулавçăсем ытларах эрнере пĕрре тухаканнисене кăмăллани пирки пĕлтерчĕ. Укçи-тенкине перекетлесшĕн-ши? «Шел, «Хыпар» юлкалать. Чылайăшĕ шăматкунхи интереслĕрех тесе туянать. Халăх паян лайăхран лайăххине суйлать. Хаçачĕсене хам та уçкаласа пăхатăп та - пĕрне те тиркемелле мар. Вуламалли, пĕлмелли темĕн те пур вĕсенче. Тепĕр чухне пысăк статьясене ăша хывма пуçлатăн та - вуласа тухнине те сисместĕн. Кайран та çавăн пиркиех шухăшласа çÿретĕн», - хавхаланса калаçрĕ ырă кăмăллă хĕрарăм. Вăл каланă тăрăх - хула çынни паян саççимах вулама пăрахман-ха. Хаçат та модăран тухман. Хăй вăхăтĕнче Николай Никольский профессор, «Хыпар» никĕслевçи: «Хаçат урлă ырра вĕренесчĕ», - тени те хăйĕн актуаллăхне çухатман. Интернетри хыпар-хăнар кăна тивĕçтермест ăна, хут çинчине те тытса вуласшăн. Тĕрĕс! Манăн пĕлĕшĕм Николай Яковлев калашле, çĕнĕ хаçатсăр пуçланă кун – кун та мар. Вăл вара «Хыпара» темиçе çул ĕнтĕ киоскра çырăнса илет. «Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар», - тенĕ Николай Теветкел поэт. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр те эпир паян. Интереслĕ, çав вăхăтрах чуна пырса тивекен тĕрленчĕксем хайласчĕ тетпĕр.

 

Роза Власова.

В.Кузьмин сăнÿкерчĕкĕсем

Теги: