Çĕнĕ министр ĕçе кÿлĕнчĕ

16 Авăн, 2019

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен каншлу ку хутĕнче паллашуран пуçланчĕ. Михаил Игнатьев пухăннисене ЧР Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ ертÿçипе Виктор Шметковпа палаштарчĕ.

Виктор Шметков 1963 çулта Астраханьте çуралнă. Кунта куçариччен Волгоград облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ. ЧР ШĔМĕн йышне унпа иртнĕ эрнере РФ шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Игорь Зубов паллаштарнă та — Михаил Игнатьев вăл Шметкова хакланă сăмахсене каларĕ: «Опытлă, ĕçе пĕлет, çирĕп ыйтать…» Çавна май право йĕркине çирĕплетес енĕпе тачă çыхăну тытса тухăçлă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Виктор Анатольевич хăй пирĕншĕн ют пулманнине çирĕплетрĕ: «Атăл çынни — Атăла юрататăп…» Çывăх вăхăтра мĕн пур районпа хулара пуласси пирки пĕлтерчĕ, вырăнсенчи полици тата администрацисен пуçлăхĕсемпе курнăçса калаçасшăн — «эпĕ пуриншĕн те уçă, йĕрке тăвас енĕпе пĕрле ĕçлĕпĕр».

Комментари хушас