Çĕнĕ пушар машинисем пачĕç

23 Кăрлач, 2020

Республикăри аварипе çăлав службисем паян 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Пĕтĕмлетÿллĕ вĕренÿпе методика пухăвĕ умĕн вĕсем Правительство çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç.

Пушар хуралĕ, полици, ЖКХ тата газăн авари службисем, ветеринари тĕрĕслевĕн тытăмĕ хăйсен ĕçĕнче усă куракан ятарлă техникăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пăхса çаврăнчĕ. Акă куçса çÿрекен медицина модулĕ шар курнисене кирек мĕнле условисенче те квалификациллĕ пулăшу кÿме май парать. Çĕнĕ йышши пушар машинисене çынсен пурнăçне çăлма кирлĕ ятарлă оборудованипе пуянлатнă.

«Юлашки çулсенче эпир ятарлă службăсене çĕнĕ автомашинăсемпе тивĕçтерес тĕллевпе бюджетран миллионшар тенкĕ уйăртăмăр. Çакă çăлавçăсене синкерсен вырăнне вăхăтра çитме тата инкеке лекнĕ çынсене пулăшма май парать», — терĕ Михаил Игнатьев пухăннисене. Вăл аварипе çăлав службисен ĕçченĕсене халăха çăлас тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе яланах сыхă пулма чĕнсе каларĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче Комсомольски, Тăвай районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи пушарпа çăлав чаçĕсене çĕнĕ пушар машинисен уççисене пачĕç. Ятарлă оборудованипе пуянлатнăскерсем ĕç ăнăçлăхне ÿстересси иккĕлентермест.

Пĕтĕмлетÿллĕ вĕренÿпе методика пухăвĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмĕн Чăваш Республикинчи тытăмĕсен 2019 çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас