Çĕнĕ шкул алăкне яриех уçрĕ

2 Авăн, 2019

Паян Шупашкарти «Волжский 3» микрорайонта 5-мĕш гиназин çĕнĕ корпусĕ хута кайрĕ. Ырă çак пулăм хулашăн юбилейлĕ çул пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хула çыннисемшĕн пысăк парне.

 

Çанталăк та Шупашкарсемпе пĕрле савăннине пытармарĕ. Хĕвел йăл-йăл кулчĕ, çуллахи пек ăшă тăчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕнче 1100 ача пĕлÿ илĕ. 300 ача пуçласа парта хушшине ларчĕ. Çĕнĕ шкул уçăлнă тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ.

«Савăнăçлă çак пулăмпа манăн чи малтан ашшĕ-амăшне саламлас килет. Мĕншĕн тесен кашни ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем лайăх пулччăр, лайăх вĕренччĕр тесе тăрăшать. Паянхи кун тÿлевсĕр, пахалăхлă пĕлÿ илме пур услови те пур. Ан ÿркен кăна. Ку шкулта ачасене хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Шкула хута ярассишĕн ырми-канми ĕçлекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатăп», - терĕ Михаил Васильевич. Тĕп подрядчик Анатолий Владимиров 5-мĕш гимназин директорне Инна Исаевăна çĕнĕ шкул «ылтăн» уççине парнелерĕ. «Паян историллĕ пулăм. Манăн алăра — телей уççийĕ. Телее эпир хамăр тăватпăр. Паян пурте пĕрле кар тăрса çĕкленĕ çĕнĕ шкула кĕрĕпĕр. Çĕнĕ ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ парас тесе мĕнпур услови пур кунта. Кунтан 2020 çулта пуçласа 11-мĕш классем вĕренсе тухĕç. Кăçал парта хушшине ларнисем вара шкула 2030 çулта пĕтерĕç», - палăртрĕ Инна Владиславовна. Кĕçех вĕренекенсем валли пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн ачасем пĕлÿ тĕнчине «çул тытрĕç».

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме