Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетсем ăмăртнă

Çĕнĕ Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ.

60 метрлă чупура В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче вĕренекенсем «ылтăна» тивĕçнĕ. 200 метра ăмăртса çав шкулти Иван Пудеев тата Патăрьел районĕнчи «Паттăр» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Суворов мала тухнă. 800 метрлă дистанцире финиша чи пĕрремĕш Роман Ивановпа (2-мĕш спорт шкулĕ) Даниил Максимов (3-мĕш спорт шкулĕ) çитнĕ. 1500 метрлинче «Паттăр» спорт шкулĕнчи Реналь Рахимовпа 3-мĕш спорт шкулĕнчи Даниил Дмитриев çĕнтернĕ.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас