Çĕнĕ ятсем уçрăмăр, çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр

23 Кăрлач, 2014

2013 çул вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче вĕренекен çамрăк çыравçăсен «Çавал» ентешлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă «Çĕрпÿ енĕн паллă çыннисем» пултарулăх конкурсне ирттертĕмĕр. Шкул ачисене хамăр тăрăхри сумлă, хисеплĕ çынсен ырă та пархатарлă енĕсене курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿс- терме пулăшас тĕллев лартрăмăр хамăр ума. Литература ăмăртăвне Кăнар, Чиричкасси, Йĕкĕрвар, Ямаш, Сăнав, Апакасси, Михайловка, Туçи шкулĕсенче 8-11-мĕш класс вĕренекенĕсем тата Çĕрпÿ-ри аграрипе технологи техникумĕнче ăс пухакансем хастар хутшăнчĕç.

Конкурса тĕрленчĕк, эссе, очерк, очеркла калав, интервью, сăвă ярăмĕ килчĕç. Вĕсен йышĕнче илемлĕх енчен паха хайлав чылай пулчĕ.

Çамрăксем паллă ентешĕсене Ираида Вдовина тата Анна Токсина юрăçсене, Орлов-Шуçăм, Александр Сергеев тата Гурий Алексеев композиторсене, Иван Викторов поэт-патриота, Эдуард Сергеев çар летчикне, Николайпа Нина Григорьевсем тата Елена Шорникова артистсене, Олимпиада Иванова спортсменкăна, Ункăçум ялĕнчи И.П. Петрова, В.И. Иванова, Г.Л. Леонтьева, С.А. Петрова, Кĕлейкасси Туçари мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен учительте ĕçленĕ, «Хисеп Палли» орден илме тивĕçнĕ Ф.И. Юрьева, Йĕкĕрварти А.И. Афанасьева, Туçи енĕн паллă çыннисене: Александр Никитина, Степан Сергеева, Геннадий Андреева, Иван Николаева, Сергей Спиридонова, Опытнăй шкулĕн хисепе тивĕçнĕ вĕрентекенĕсене тата ыттисене ырă та ăшă туйăмпа сăнласа пачĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисем 6 номинацире палăрчĕç:

1. «Кăсăк сюжет» номинацире Димитрий Никитин, 9 класс, Йĕкĕрвар шкулĕ (вĕрентекенĕ - Валентина Владимировна Афанасьева);

2. «Асра юлмалли сăнар» номинацире Алексей Герасимов, 9 класс, Чиричкасси шкулĕ (вĕрентекенĕ - Нина Ивановна Матвеева); Надежда Гордеева, 10 класс, Кăнар шкулĕ (вĕрентекенĕ - Рина Рудольфовна Трофимова);

3. «Наци колоричĕ» номинацире Андрей Васильев, 9 класс, Кăнар шкулĕ (вĕрентекенĕ - Рина Рудольфовна Трофимова); Ольга Алексеева, 8 класс, Ямаш шкулĕ (вĕрентекенĕ - Ираида Николаевна Филимонова);

4. «Хăйне евĕрлĕ стиль» номинацире Василий Иванов, 9 класс, Опытнăй шкулĕ (вĕрентекенĕ - Татьяна Николаевна Петрова); Елена Михайлова, 2 курс, аграрипе технологи техникумĕ (вĕрентекенĕ - Геннадий Лукьянович Никифоров);Татьяна Семенова, 9 класс, Апакасси шкулĕ (вĕрентекенĕ - Елена Александровна Павлова); Марина Васильева, 11 класс, Кăнар шкулĕ (вĕрентекенĕ- Рина Рудольфовна Трофимова);

5. «Кăмăл-туйăм» номинацире Виктория Павлова, 8 класс, Апакасси шкулĕ (вĕрентекенĕ - Елена Александровна Павлова); Анастасия Адемасова, 10 класс, Туçи шкулĕ (вĕрентекенĕ - Ираида Николаевна Христофорова); Павел Егоров, 8 класс, Опыттнăй шкулĕ (вĕрентекенĕ - Татьяна Николаевна Петрова); Алексей Павлов, 11 класс, Опытнăй шкулĕ (вĕрентекенĕ - Людмила Ананьевна Павлова);

6. «Пысăк пахалăхлă шай» номинацире Анастасия Федорова, 8 класс, Михайловка шкулĕ (вĕрентекенĕ - Ирина Николаевна Федорова).

Жюри членĕсем Çĕрпÿ районĕнче çуралнă çыравçăсем Николай Ишентей (Тури Шурçырма), Микулай Мăскал (Чечейкасси Туçа), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г.Л. Никифоров (Хурамал Туçа) тата Социализмла Ĕç Геройĕ Г.И. Афанасьева (Паваркасси), вăлах ачасем валли хаклă парнесене туянма укçа парса пулăшаканĕ (спонсорĕ) пулчĕç. Вĕсем пултарулăх ăмăртăвне хутшăннă ачасем шыравлă та тĕпчевлĕ ĕçлеме пултарнине тата хăйсен хайлавĕсенче чăн пулăмсене тĕпе хурса тăван ялта, таврара тата çĕр-шывра лайăхпа палăрнă, хисепе тивĕçнĕ çынсен чун хавалне, ырă енĕсене, хастарлăхĕ-сене уçса пама пултарнине палăртрĕç.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Привлекательные и ухоженные проститутки Екатеринбурга разрешат тебе делать с ними всё, что ты захочешь.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.