Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ ятпа — 75 пин тенкĕ

20 Кăрлач, 2020

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вĕтеранĕсем Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ ятпа 75-шер пин тенкĕ илĕç. Тыл ĕçченĕсене те укçан пулăшĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне вĕсене 50-шер пин тенкĕ пама палăртнă. Кун пирки çĕршыв ертÿçи Владимир Путин Санкт-Петребургра ĕçлĕ виçитпа пулнă чухне пĕлтернĕ.

ЧР Ĕçлев министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра пĕр хутчен паракан тÿлеве 500 ытла ветеран тата вĕсенпе танлашнисем илĕç. Хавхалантарма палăртнă тыл ĕçченĕсем — 9500 çын.

Палăртмалла: ытти çулсенче çак уяв ячĕпе ветерансене 10-шар пин, тыл ĕçченĕсене 5-шер пин тенкĕ панăччĕ.

Юбилейлă çулта Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем пĕтĕм республикипех иртĕç.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас