Çĕр-çĕр çын тупăшĕ

30 Кăрлач, 2014

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри спорт тата оборона-массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пуçланчĕ.

Кăшарни хыççăн çанталăк самаях сивĕтрĕ пулин те Вăрнар районĕнче календарлă планпа палăртнă пур мероприятие те вăхăтра тата йĕркеллĕ ирттереççĕ. Çакăн çинчен пире район администрацийĕн социаллă пайĕн ертÿçин çумĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Политов пĕлтерчĕ.

- Поселокри физкультурăпа спорт комплексĕпе вăрман хутлăхĕнчи илемлĕ те анлă вырăнта нарăсăн 2-мĕшĕнче пуçланакан «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014» массăллă чупăва кăçал нихăçанхинчен те нумайрах - тăхăр çĕре яхăн çын хутшăнмалла. Çав кунхинех Калининăра, Ершепуçĕнчи, Ярмушкари, Санарпуçĕнчи, Çĕрпелти ял тăрăхĕсенче спорт уявĕсем иртĕç. Районти хăш-пĕр предприятипе хуçалăхра тата вĕренÿ заведенийĕнче волейболистсен, теннисистсен, кĕрешÿçĕсен, шашка-шахматла вылякансен ăмăртăвĕсене йĕркелеме, спорт каçĕсем ирттерме палăртнă, - терĕ Сергей Иванович.

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтассипе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн, РСФСР спорт мастерĕн Ю.Поповăн кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри III уçă турнир иртет. Çак ăмăртăвăн йĕркелÿ комитетне район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев ертсе пырать.

- Вăрнарсем йăлана кĕнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ çак турнира хатĕрленме Çĕнĕ çул умĕнех пуçăннă. Эпир çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчи 200 ытла атлета кĕтетпĕр. Пирĕн район чысне Раççей спорт мастерĕсем Денис Тимофеевпа Анатолий Авруйский, республикăри шкул ачисен спартакиадин чемпионĕ Алик Волков тата ытти ăста пăхаттир хÿтĕлĕç. Çитес шăмат кун пуçланакан турнир чăн-чăн уяв пек иртĕ, - тет Леонид Григорьевич.

Петр СИДОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.