Çĕр улмине çичĕ кунта кăларса пĕтересшĕн

25 Авăн, 2017

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михал Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен планеркăра тишкернĕ пысăк темăсенчен пĕри - ĕççи. Унăн кăтартăвĕсемпе вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.

Çанталăк малтанхи уйăхсенче çумăрлă тăнине пăхмасăр Чăваш Ен кăтартăвĕсем те мăнаçланмалăх пур. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ — 26 центнер ытларах. Пÿлмесене кĕртнĕ тырă калăпăшĕ 700 пин тонна патне çывхарать. Пĕлтĕр чылай сахалрах, 638 пин тонна, пулнă. Министр Вăрнар, Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсен кăтартăвĕсем лайăххине пайăррăн палăртрĕ. Пухса кĕртмелли тырă лаптăкĕсем нумай юлман — тата 3%.

Çĕр улмине 4,4 пин гектар çинчен кăларнă - 95 пин тонна. Вăтам тухăç — 215 центнер. Ку виçе те пĕлтĕрхинчен /183 центнер/ пысăкрах. Анчах ĕçлемелли чылай-ха — «иккĕмĕш çăкăра» тата 2 пин ытла гектар çинчен кăлармалла. Кĕрхи культурăсене 77 пин гектар акнă. Планпа палăртни вара — 105 пин гектар. Чăн та, Раççей Ял хуçалăх министерствипе çураçнă цифра пĕчĕкрех-мĕн — 80 пин гектар. Ку плана, эппин, пурнăçланăпа пĕрех.

Сергей Артамонов хуласенче "Кĕр парнисем" ярмăрккасем ĕçлени пирки каларĕ. Чăн та, хаксем пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах-мĕн. Çĕр улми те, пахча çимĕç те хаклăрах.

Сергей Геннадьевич çанталăк çакăн пекех аван тăрсан çĕр улмине çичĕ кунра кăларса пĕтерессине палăртрĕ. Юлнă тĕш тырра пухса илме вара тăватă кун кирлĕ. Чăн та, халь комбайнсем çуллахи пек тухăçлă ĕçлеймеççĕ. Сывлăм ÿкет, час тĕттĕмленет. Кăçал республикăра комбайнсем талăкра 14 пин гектар çинчи тырра çапса тĕшĕлени те пулнă, халь ку кăтарту 2 пин гектар шайĕнче. Уйра ĕçлекен комбайнсен шучĕ те, паллах, чакнă. Эппин, пушă комбайнсем те пайтах. Çавăнпа хăш-пĕр хуçалăх тĕлĕшпе ÿпкев пулни ăнсăртран мар. Хăйсен вăй çитмест, техники кивĕ, анчах ытти хуçалăх комбайнĕсене уя кĕртме килĕшмеççĕ иккен — вĕсене укçа тÿлесшĕн мар. Çанталăк ĕççи вăхăтĕнче аван пулчĕ-ха, анчах ыран-виçмине çумăра кайсан мĕн курăпăр? Çавна май ЧР Пуçлăхĕ те унашкаллисене районсен влаçĕсем урлă, ытти мелпе витĕм кÿме сĕнчĕ. "Унсăрăн унта е кунта пĕр гектар юр айне юлĕ те — калаçмалли-шавламалли сăлтав пулĕ", — асăрхаттарчĕ вăл.

Рубрика: 

Комментари хушас