Çĕре юхăнтарас марччĕ

17 Ака, 2018

Çул хыççăн çул хыçа юлать. Хăш чухне шухăша каятăп та ачалăхри самантсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи йывăр çулсем, кăштахран каярахри вăхăтсем те аса килеççĕ. Çак тапхăрта Шупашкар питĕ улшăнчĕ. Заводсем ÿссе ларчĕç, пурăнмалли çуртсем çĕкленчĕç. Пысăкланчĕ, илемленчĕ тĕп хуламăр. Çамрăксене юратнă специальноçпа пĕлÿ илме вĕренÿ заведенийĕсем нумайланчĕç. Хăшне кĕрес тетĕн — суйла. Вĕренме çеç ан ÿркен.
Ял халăхĕн те пурнăç шайĕ çултан-çул хăпарса пычĕ. Колхоз-совхоз вăй илчĕ. Çынсем ялта ĕçлесех пурнăçа сыпăнтаратчĕç. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем те самана йывăрлăхне тÿсеймесĕр куç умĕнчех арканма тытăнчĕç. Хресченсене çĕр лаптăкĕсем валеçсе пачĕç-ха, апла пулин те чылайăшĕ техника çукран унпа усă кураймарĕ. Лашапа сухалас — суха пуç тытма пурте пултараймасть. Çамрăксем те хăвăрт ывăнаççĕ, пирĕн пирки мĕн каламалли? Чуна ыраттарни çеç. Халĕ вăл лаптăксене усă куракан çукран йăлтах çум курăкĕ пусса илнĕ. «Вĕсене мĕн тума пурне те уйăрса памалла пулнă, — тесе шухăшлатăп. — Кама кирлĕ — çавă çеç илтĕр пулатчĕ. Вара çĕр усăсăр выртмастчĕ».
Харпăр хăй тĕллĕн хуçалăх тытакан вăй питти çынсем, фермерсем çĕре ахаль вырттармаççĕ. Уншăн савăнатăп çеç. Манашкал ватăсен вара вăй çитмест. Лаптăксемпе туллин усă курасчĕ, юхăнтарас марччĕ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.