Çерем уçнисене халалланă

9 Раштав, 2014

Çерем уçма тытăннăранпа 60 çул çитнине халалласа декабрĕн 3-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче "Помнит целина ваши имена" çĕнĕ курав ĕçлеме тытăнчĕ.

Выставкăна музей директорĕ И.П.Меньшикова уçрĕ, хальхи тата çĕнĕ истори секторĕн ертÿçи М.Ю.Иванова документсемпе сăнÿкерчĕксене тата çерем уçнă çĕрте паттăрлăх кăтартнă ветерансен асаилĕвĕсене еплерех пухни çинчен каласа пачĕ.

Курава килнисем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш тата 60-мĕш çулĕсенче çерем уçакансем усă курнă кулленхи япаласемпе паллашрĕç. Тĕп вырăнта - чăваш çамрăкĕсене ĕçре хастар пулнăшăн, ăмăртусенче мала тухнăшăн панă ялавсем. Пиллĕк таранах çĕнсе илме пултарнă вĕсене пирĕн ентешсем.

Хăнана килнĕ ветерансем - Т.С.Сергеев профессор, А.И.Епифанов, Р.А.Тарасова, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.Х.Дубинин, В.В.Кузнецова, В.П.Репин тата ыттисем те - çерем уçасси мĕнлерех яваплă ĕç пулни çинчен музее килнĕ çамрăксене каласа пачĕç.

М.ЮРЬЕВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.